Вырма вăй илет, хуратул та çитĕнет

Категория: Публикации Опубликовано: 23.08.2021, 10:12 Просмотров: 154

Юхмапа Пăла тăрăхĕнче вырма вăй илсех пырать. Ял хуçалăх предприятийĕсенче уй-хир "карапĕсем" хĕвеллĕ çанталăкăн кашни минучĕпе тухăçлăн усă кураççĕ, кĕрхи, çурхи культурăсене вырса çапаççĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов акнă-лартнă культурăсене мĕнле пуçтарса кĕртнипе кăсăкланса тăтăшах хуçалăхсенче пулать. Çак кунсенче вăл "Труд" ял хуçалăх производство кооперативĕнче, Фиргат Тумаков, Камил Салихов, Сергей Манзуркин, Валерий Кузнецов фермер хуçалăхĕсенче вырмана мĕнле йĕркеленипе, техникăсем мĕнле ĕçленипе паллашрĕ. Ĕçлĕ çул çỹрев вăхăтĕнчех "Хастар" кооперативра куç тулли çитĕнекен хуратул уйĕнче те пулчĕ. Турхантан Хурама Твар еннелле каякан çулăн сылтăм енче пĕр тикĕссĕн хумханса ларакан хуратул уйĕ иртен-çỹрене хăйĕн илемĕпе тыткăнлать. Вĕлле хурчĕсемшĕн паха апат шутланакан культура паян шап-шурă çеçкере ларать. Ана çинче пĕр çум курăк та курăнмасть.

- Çак лаптăкри çĕр питĕ пулăхлă. Кĕркунне эпир ăна тарăн сухаласа хăвартăмăр, çуркунне икĕ хутчен культиваци тунă хыççăн çеç хуратула акрăмăр. Вăрлăхне тăватă çул каялла Ульяновск облаçĕнчи хуçалăхран илсе килнĕччĕ. Васкамарăмăр, çĕр пиçсе çитнĕ хыççăн çеç никĕсе хыврăмăр. Сăмах май, çакă питĕ пĕлтерĕшлĕ. Гербицид е ытти им-çам нимĕн те сапман лаптăка. Хуратул 22 гектарта парка шăтса тухса çитĕнчĕ. Паян анана пăхса чун савăнать. Лутра çыннăн кăкăрĕ таранах çитĕнчĕ вăл! Лайăх çанталăкра вĕлле хурчĕсем (хуçалăхăн та, уйрăм çынсен те) сĕрлеççĕ кăна кунта. Çак илем чунра савăнăç кỹрет. Турă пулăшсан, кĕркунне начар мар тухăç парасса шанатпăр,- кăмăлтан пĕлтерчĕ хуçалăх ертỹçи Валерий Косойкин.

Валерий Викторович çирĕплетнĕ тăрăх, Турхансем хуратула кăçалпа пĕлтĕр çеç мар, маларах та çитĕнтернĕ. Ун чухнех вĕсем ку тĕлĕшпе кăтартуллă ĕçленĕ.

 - Хуратул хуртсем шăркалантаракан (насекомоопыляемый) культура шутланать. Çавна пула вĕсем ирхине 10-11 сехетчен çак уйран ниçта та каймаççĕ. Кайран шăрăхпа нектар типнĕрен вĕçме пăрахаççĕ. Турхан ялĕнчи хурт-хăмăр тытакансен "Хастар" хуçалăх ертỹçине Валерий Косойкина çак культурăна çитĕнтернĕшĕн чăннипех те тав тумалăх пур. Кăçал çăкаран та пыл аванах пуçтарчĕç çунатлă тусăмăрсем. Хальхи вăхăтра нектар паракан çеçкесем уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Мĕншĕн тесен çут çанталăкран нектар кĕрсен хурт ами нумай çăмарта тăвать. Август уйăхĕнче çуралакан вĕлле хурчĕсем шăпах хĕл каçма юлаççĕ. Çавăнпа та хуратул уйĕ çак ĕçре пысăк пулăшу кỹрет, - тесе калаçăва пĕтĕмлетрĕ "Нектар" хресчен фермер хуçалăх ертỹçи Николай Пирожков.

 Пĕлме

Вĕлле хурчĕсем ĕçленипе хуратул уйĕнчи пĕр гектартан 100 килограма яхăн пыл тухать. Хуратул çулçипе чечекĕнчен склерозран, юн пусăмĕ пысăкланнинчен сипленмелли эмел хатĕрлеççĕ. Вăл углеводпа, белокпа, минераллă веществосемпе, клетчаткăсемпе питĕ пуян

 А. НИКОЛАЕВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика