Редакцирен: "Авангард" хаçат вулаканĕсемшĕн Иван Медведев çĕнĕ çын мар. Аслă Чемен ялĕнче çуралса ỹссе хăйĕн пурнăçне Шăмăршă район хаçачĕпе çыхăнтарнă ентешĕмĕр час-часах хăйĕн хайлавĕсемпе савăнтарать. Хальхинче Иван Ананьевич хаçат тĕпелне тин çеç шăрçаланă калавĕпе çитрĕ. Кỹршĕллĕ район центрне Федор Матвеев, кăштах шуралма пуçланă хура çỹçлĕ аллă çулти истори учителĕ, ирхине вунă сехет тĕлнелле автобуспа çитрĕ. Тĕрĕссипе каласан, вăл ир-ирех çула тухма васкамарĕ те: хăй пурăнакан райцентрти вăтам шкулта пĕр улшăнми çирĕм пилĕк çул ытла ĕçленĕ хыççăн, саккунпа килĕшỹллĕн, пĕлтĕр август уйăхĕнче Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ пенсионерсен йышĕнче тăма пуçларĕ. Иртерех пенсие тухма Федор Гавриловича, паллах, никам та хистемен: опытлă педагог, уроксене яланах ачасемшĕн кăсăклă та çỹллĕ методика шайĕнче ирттернĕскер, малашне те тухăçлă та кăтартуллăн ĕçлесе пырасса, çамрăк учительсене ырă сĕнỹ-канашпа пулăшса тăрасса çирĕп шаннă шкул дирекцийĕ. Анчах... Чăваш патшалăх педагогика университетне пĕтерсе истори учителĕн хĕрлĕ дипломне илнĕ Валентина Григорьева, Федор Гавриловичăн чи пултаруллă вĕренекенĕсенчен пĕри пулнăскер, пĕлтĕр тăван яла таврăнчĕ, юлашки çулсенче тăтăшах чирлесе тăракан амăшне пăхма пуçларĕ. Валентина хăйĕн специальноçĕпех педагог биографине пуçлама, шкулта ачасемпе хавхаланса ĕçлеме ĕмĕтленнине лайăх пĕлсе тăнă май, Федор Гаврилович çурма тăлăх ỹснĕ сăпайлă хĕре вара райцентрти вăтам шкулта хăй вырăнне ĕçлеме хăварчĕ. "Мана, пĕччен пурăнакан арçынна, - унăн юратнă мăшăрĕ йывăр чире пула икĕ çул каялла пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайрĕ, - тулли ĕç стажĕшĕн тỹлекен пенси укçи те çитĕ-ха, - терĕ историк. - Санăн, Валя, чирлĕ аннỹне пăрахса хăварса урăх шкулта ĕçлеме май çук. Сирĕн кил-çуртăр та - тăван шкулпа юнашарах. Çамрăк çынна укçа-тенкĕсĕр пурăнма та йывăр. Çитменнине, чирлĕ аннỹ валли эмелсем те илмелле. Специальноçпа ĕçлеме май пулманни çамрăк çын ĕмĕчĕн çуначĕсене шатăрах хуçать...". "Ырă кăмăлăршăн сирĕн умăрта çĕре çити пуç таятпăр, - куççуль витĕр тав турĕç учителе Григорьевсем. - Малашне те çирĕп сывлăхпа пурăнмалла, лайăх хĕрарăма тĕл пулса телейлĕ çемье çавăрмалла пултăр". Автобусран ансанах, тротуарпа центăралла утнă май, - унти лавккасенче хăйне кирлĕ кĕпе-тумтир туянма килнĕччĕ-ха Федор Гаврилович, - çумма-çум тенĕ пек çĕр çырли сутса тăракан хĕрарăмсене курчĕ. -Илемлĕ арçын, çырла туянăр! - тулли витри еннелле аллине тăсрĕ имшеркке хĕрарăм. - Манăн виктори - шултăра та хĕп-хĕрлĕскер! - терĕ тепри, туллирех кĕлеткелли. - Манăн çырла - чи сĕтекли, çăвара хыпнă-хыпман ирĕлсе каяканни! - хăлаçланса калаçрĕ ватталла сулăннă пенсионерка. - Сирĕн çырлăр, куратăп, чи сĕтекли, чи илемли! - шỹт туйăмĕпе хуравларĕ кỹршĕллĕ районтан килнĕ тăрăхларах сăн-питлĕ арçын. - Анчах эпĕ çырла варенийĕ пĕçертĕм ĕнтĕ, компот банкисене те хупрăм. Тротуарăн сылтăм енче, хĕрарăмсенчен кăшт айккинерех, пурçăн тĕслĕ сап-сарă çỹçлĕ вăтанчăк хĕр тулли витре умĕнче пуç усса тăнине тỹрех асăрхарĕ учитель. Илемлĕ сăн-питлĕ хăй, çăра çỹçне хулпуççи урлă ярса сулахай кăкăрĕ çине тураса антарнă. Кас-кассăн килекен çил варкăшĕ çавра питне самантлăха çỹçпе хупласа хурать, анчах утмăлтурат чечекĕ евĕр кăвак куçлă хĕр ăна çийĕнчех аллипе хăй вырăнне тирпейлесе хурать. "Манăн çырлана туянсамччĕ, ырă çын", - тенĕн, çак хĕр арçын çине именчĕклĕн пăхса илчĕ. - Кун пек чĕнмесĕр тата вăтанса тăрсан эсĕ, сар пике, паян çырлуна сутаймăн та, - калаçу пуçарчĕ Федор Гаврилович.
- Эсĕ хăв аллупа ỹстернĕ, çăл шывĕпе тата вĕри тарпа шăварса çитĕнтернĕ продукцие халăха сĕнетĕн. Килĕшетĕн-и манпа, чиперкке?
- Килĕшетĕп, - пăшăлтатнă евĕр шăппăн хуравларĕ хĕр, хăлха таранах хĕрелсе кайнăскер.
- Пирĕн тăрăхра çитĕнтернĕ çырла экологи тĕлĕшĕнчен те таса, ытти регионсенчен е урăх патшалăхсенчен кỹрсе килнипе танлаштараймăн. "Эх, хĕре шелленипе çырлине витрипех туяннă пулăттăм та, анчах истори предмечĕпе патшалăхăн пĕрлехи экзаменне хатĕрленме пулăшнăшăн тав туса, юнашар çуртра пурăнакан хĕрсем хăйсен пахчинче çитĕнтернĕ икĕ витре çырлана виçĕ кун каялла хваттер алăкĕ умнех лартса хăварчĕç-çке, - шутларĕ арçын.
- Варенипе компот хам валли те, çар институтне пĕтернĕ хыççăн службăра тăракан ывăлăмăн çемйи валли те çителĕклĕ хатĕрлерĕм". - Çырла сезонĕ пуçланни пĕр эрне ытла ĕнтĕ, - таçтан хăюлăх çитерсе хăйех сăмах пуçарчĕ вунулттăри хĕр.
- Виктори сутакан нумай халĕ... - Анчах та ялсенче кашни хуçалăхрах çырла çитĕнтермеççĕ-çке-ха. Ăна ỹстерме сахал мар вăй хумалла. Вăхăчĕ те самаях кирлĕ. Çавăнпа та ăна сутма, тивĕçлĕ хак хума вăтанса тăмалла мар. Çырла вара кашни çемьене тенĕ пекех кирлĕ. - Ĕçĕ, чăнах та, нумай, - тинех хăюллăн калаçма пуçларĕ пике. - Юр кайсанах йăмăкпа, Наташăпа, çырла лаптăкне типнĕ-хăрнă çулçăсенчен тасатма тытăнтăмăр. Кайран, çырла тĕмĕсем симĕс çулçăсем сарнă май, çумкурăкран тасатса тăтăмăр, шăрăх кунсенче пусăри шывпа шăвартăмăр...
- Мĕн ятлă-ха эсĕ, чиперкке?
- Эпĕ Оксана ятлă.
- Мана вара Федор Гаврилович тесе чĕнеççĕ. Эпĕ - истори учителĕ. Халĕ вăхăтлăха ĕçлеместĕп-ха. Ĕç стажĕшĕн пенси тỹлеççĕ те, çавăнпа хамăн вырăна çамрăк учительницăна ĕçлеме вырнаçтартăм.
- Питĕ ырă кăмăллă çын эсир, Федор Гаврилович. - Туятăп, питĕ ĕçчен çынсем пулса çитĕнетĕр йăмăкупа иксĕр. Паллах, аçупа аннỹ те чăн-чăн ĕçченсем ĕнтĕ.- Атте çук манăн, - тăруках салхуланчĕ хĕр.
- Вăл ял хуçалăх предприятийĕнче ГАЗ-66 автомашина водителĕнче ĕçленĕскер, аварире вилнĕ. Аттен автомашинине руль умĕнче çывăрса кайнă ỹсĕр водителĕн самосвалĕ пырса тăрăннă. Ун чухне эпĕ виççĕмĕш, йăмăк иккĕмĕш класра вĕреннĕ пулнă. Кăçал вуннăмĕш класран вĕренсе тухрăм ĕнтĕ, Наташа тăхăр класс пĕтерчĕ. Анне пире пĕчченех ỹстерсе çитĕнтерчĕ.
- Мĕн ятлă-ха аннỹ? Сăнпа эсĕ аннỹ евĕрлех пулĕ?
- Аннене Светлана тесе чĕнеççĕ. Эпĕ аннен сăн-сăпатне ним юлми йĕрлесе илнĕ.
- Питĕ лайăх. Кунта юнашар пушă витре те куратăп-ха...
- Наташăн çырлине килнĕ-килменех туянчĕç. Тỹрех центăралла, смартфон туянма чупрĕ. Çырла сутса кирлĕ чухлĕ укçа пуçтарса çитерчĕ вăл. Пĕлтĕр эпĕ те çырла сутса вунă пин тенкĕ тăракан хĕрлĕ смартфон туянтăм. Йăмăк вара шурă тĕслине килĕштерет. Калаçу вăраха кайнине туйса, сайралма пуçланă хура çỹçне хыçалалла шăлкаласа хăмăр куçлă педагог аллинчи пысăках мар сехечĕ çине пăхса илчĕ.
- Ну, Оксана, сывă пул, - терĕ Федор Гаврилович.
- Çырлуна ăнăçлă сутмалла пултăр. Вăтам шкула ăнăçлă пĕтернĕ хыççăн Наташăпа иксĕре те хăвăр килĕштерекен аслă вĕренỹ заведенине кĕме ăнăçу сунатăп.
- Ырă суннăшăн тавах сире, Федор Гаврилович. "Пĕччен пурăнакан ĕçчен те сăпайлă хĕрарăмпа - Светланăпа паллашсан питĕ вырăнлă пулмалла, - центăралла утнă май шутларĕ арçын.
- Оксана пекех илемлĕ хĕрарăм мана тиркемĕ-ши? Пĕр-пĕрне килĕштерсен туслă çемье çавăрма та пулĕччĕ. Шел, телефон номерне ыйтса пĕлеймерĕм..."
ххх
Лавккасене кĕрсе хăйне килĕшекен кĕпе-тумтир туяннă хыççăн Федор Гаврилович Билайн станци çуртне кĕрсе кĕсье телефонĕ çине укçа куçарттарчĕ те, япаласен пысăках мар çыххине кăмăллăн йăтса, автовокзал еннелле вашлатрĕ. Анчах та тротуар хĕрринче Оксана çав-çавах тулли çырла витрипе тăнине курсан учителĕн савăк кăмăлĕ тỹрех пусарăнчĕ. Ун çумĕнченех тăпăл-тăпăл кĕлеткеллĕ хĕр таплаттарса чупса иртрĕ, Оксана патне çитсен вара шурă смартфон тытнă аллине вĕлтĕр-вĕлтĕр вылятма, пĕр вырăнта тăпăртатма пуçларĕ.
- Мĕн хакпа туяннă тетĕн? - йăмăкĕ çине кăмăлсăррăн пăхса илчĕ Оксана.
- Вун пĕр пин тенкĕпе. - Вунă пинлĕххине кăна туян терĕм-çке сана! - кăштах сассине хăпартрĕ аппăшĕ
- Тепĕр пилĕкçĕр тенкине те пулин чакарттармаллаччĕ пĕреххут. - Сутуçă мĕнле чакартăр ĕнтĕ лавкка хуçи малтан палăртнă хака?
- Паян манăн çырла сутăнмарĕ акă. Халĕ кафене кĕрсе çĕрулми кукăлĕ çиесси те, чей ĕçесси те, автобуспа кайма билет туянасси те пĕтрĕ. Выçă хырăмпа яла çуранах утмалла пулать. Çырлана, ахаль сая ан кайтăр тесе, Ваттисен çуртне хăварăпăр...
(Малалли пулать).
Ноябрь 2024 |