- Çар университетне кĕрес тесен выпускной класра хăш предметсемпе патшалăхăн пĕрлехи экзаменне тытмалла вара?
- тỹрех кăсăкланса кайрĕç хĕрсем. - Офицер-психолог пулма ĕмĕтленекенсен обязательнăй майпа вырăс чĕлхипе, биологипе тата обществознанипе экзамен пама тăрăшмалла. Çар куçаруçи пулас тесен вара патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕнче вырăс чĕлхипе, историпе тата ют чĕлхепе экзамен тытассине суйласа илмелле. Çак предметсемпе "чи лайăх" паллăсем илни çар университетне кĕрес шанăçа ỹстерет. Паллах, физкультурăпа спорт хатĕрленĕвне те тĕрĕслеççĕ. Улт-çичĕ çул каялла эпĕ ертỹçĕ пулса ĕçленĕ класри икĕ хĕр çар университетне шăпах çак специальноçсемпе вĕренме кĕчĕç. Халĕ вĕсем çар службинче офицерсен çỹлерех асăннă должноçĕсенче вăй хураççĕ.
- Эпир те курсант пулатпăрах, çутă тĕллеве пурнăçлас тесе хамăртан мĕн килнине пĕтĕмпех тăвăпăр, - хавхаланса кайрĕç аппăшĕпе йăмăкĕ.
- Киле çитсенех компьютер урлă çак университета кĕмелли условисемпе тĕплĕн паллашăпăр, шкулта çĕнĕ вĕренỹ çулĕнчен пуçласа, çирĕп пĕлỹ илес тесе, киле панă заданисемпе икĕ хут ытларах ĕçлĕпĕр.
- Апла пулсан, ăнăçу сунатăп сире, хĕрсем, - калаçу вĕçленнине систерсе ура çине тăчĕ Федор Гаврилович. - Курсантсене хăтлă общежитие пурăнма вырнаçтараççĕ, тỹлевсĕр апатлантараççĕ, тумлантараççĕ, рядовой салтак-контрактникăн оклачĕ чухлĕ стипенди тỹлеççĕ. Университета кĕрсен аннĕртен нимле пулăшу та кирлĕ пулмасть. Вĕренĕве вĕçлесен ĕçе вырнаçасси пирки те пуç ватмалла мар. Офицер званийĕ илсен тăватă çултан хăтлă хваттер параççĕ. Службăра çирĕм çул тăрсан пенсие тухма, çак университетра илнĕ специальноçпа учрежденисенче ĕçлеме пулать.
- Тавах сире, Федор Гаврилович, пире çар профессийĕ пирки тĕплĕн каласа ăнлантарнăшăн, пире çак çул-йĕре суйласа илме сĕнỹ панăшăн, - педагог çине ăшшăн пăхса калаçрĕç аппăшĕпе йăмăкĕ.
- Мĕнех, вĕренме кĕме ăнăçу сунатăп сире.
- Хăвăра та телей, ырлăх-сывлăх сунатпăр, хисеплĕ Федор Гаврилович! - учительпе сывпуллашса автобуссем чарăнакан вырăналла васкарĕç мал ĕмĕтлĕ чиперккесем. Районти социаллă центрăн вăхăтлăх пурăнмалли стационар уйрăмĕнче кил ăшшине тупнă пĕччен ватăсемпе инвалидсем Оксанăпа Наташăн çула май кĕртсе хăварма ыйтнă пылак кучченеçне кăмăллăн йышăнса юлчĕç, хĕрсене чĕререн тухакан тав сăмахĕсем каларĕç, ăраскаллă пурнăç çулĕпе утма пиллĕх ыйтса Турра кĕл турĕç.
- Вĕсен çемйи - ялта чи хисеплисенчен пĕри, - Савельевсене мухтамасăр чăтса тăраймарĕ çав ялтан кунта пурăнма килнĕ сакăрвуннăри хĕрарăм.
- Оксанăпа Наташăна амăшĕ, Светлана, мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарса ỹстерчĕ. Вĕсем картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усраççĕ, çĕр çырлин лаптăкĕ те пысăк. Сад пахчине пан улмипе груша йывăçĕсем илем кỹреççĕ. Юратнă упăшкинчен тăлăха юлнă хĕрарăм хăйне яланах сăпайлă тытать. Светланăна темиçе хусах арçын та çураçма пынă, анчах вăл никама та качча тухман. Вĕсен хушшинче илемлĕ хĕрарăма хăйне килĕшекен арçын пулман теççĕ. Халĕ хĕрĕсем çитĕнчĕç ĕнтĕ, тен, пĕр-пĕр лайăх арçынна тĕл пулса çемье те çавăрĕ-ха...
Ноябрь 2024 |