Çулсем иртеççĕ. Çавах ачалăхпа çамрăклăх кунĕсем, ĕçе пикенни манăçа тухмастех. Мĕнле телейлĕ ỹснĕ эпир аттепе анне çумĕнче. Вĕсем çитĕнекен ăру Тăван çĕршыва юрăхлă пулччăр тесе ырми-канми тăрăшнă. Хăйсем те вĕреннĕ, виçĕ ачине те аслă пĕлỹ илме пулăшнă. Атте пире юнашар лартатчĕ те чăвашла тата вырăсла кĕнекесем вуласа паратчĕ. Çавна пулах пирĕн пурин те вулас ăсталăх çуралнă, чăваш культурине хисепе хурасси, тăван ене юратасси ỹссе пынă.
Пирĕн атте - Арсентий Афанасьевич Карягин (ỹкерчĕкре) - Кивĕ Ахпỹрт ялĕнче 1921 çулхи августăн 15-мĕшĕнче çуралнă. (Пурăннă пулсан шăпах 100 çул тултармаллаччĕ). Ялти шкулăн пуçламăш класĕсенче вĕреннĕ хыççăн вăл Туçари вăтам шкула, унтан Патăрьелĕнчи педагогика училищине çул тытнă. Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче куçăмсăр майпа пĕлỹ пухса чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕн дипломне илнĕ. Мускавра учительсен квалификацине ỹстерекенсен курсĕнче пулнă.
Арсентий Афанасьевич ĕç стажне Нăрваш Шăхалĕнчи 7 çул вĕренмелли шкулта пуçланă. Унтан Туçари вăтам шкулта завучра ĕçленĕ. 1945-1980 çулсенче районти вĕрентỹ управленийĕн инспекторĕ пулнă. Кайран вара ăна каçхи шкул директорне лартнă.
Упранса юлнă документсем атте лайăх вĕреннине тата илнĕ пĕлỹпе ĕçе чун-чĕре хушнипе пурнăçланине çирĕплетеççĕ. Вĕрентекенсен урокĕсене итленĕ май вĕсене тĕрĕс хак пама тăрăшнă, кирлĕ сĕнỹсем панă.
Ют çĕршыв чĕлхине вĕрентекенсен районти методика пĕрлешĕвĕн ертỹçи пулнă май эпĕ пĕринче урока хак патăм. Ватăрах учительница тишкерĕве аçу евĕр ăста турăн, терĕ. Çакă та хăпартлантарать. Карягинсен учительсен династине шăпах малалла тăсаканĕ Арсентий Афанасьевич пулнă-çке. Вăл вĕрентекен ĕçне питĕ хакланă, пĕрле вăй хуракансене хисепленĕ, çак ĕçе хăйĕн шăллĕне Сергей Афанасьевича, ывăлне, хĕрне, мăнукĕсене, тăванĕсене явăçтарнă.
2019 çулта республикăра Çемье çулталăкне палăртнă май Карягинсен вĕрентекенсен ĕçĕн династине 630 çул çитнĕ ятпа саламларĕç.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче аттен учитель ĕçĕ виçĕ хутчен те татăлнă. 1942 çулхи май-август уйăхĕсенче вăл Калинин фронтĕнче Ржев хулишĕн пыракан хаяр çапăçусене хутшăннă. Аманнă хыççăн куç кураслăхĕ япăхланнă. Пĕринче атте тăшман пульăран пĕр вĕçĕмсĕр пенине вилĕм çавипе танлаштарса каласа панăччĕ.
Вăрçă хирĕнчен Арсентий Афанасьевич сывлăхĕ хавшанине пула таврăннă. 1945 çулхи Çĕнтерỹ кунĕ пирĕн çемьешĕн тепĕр пысăк уявпа та çыхăннă. Аттепе анне пĕр çемье çавăрнă. Çывăх çыннăмăр пурнăçа юрататчĕ. Шỹт ăстиччĕ, юрлатчĕ. Училищĕри пĕрлештернĕ хор солисчĕччĕ. Вĕрентỹ ĕçченĕсен профсоюз райкомĕн председателĕ пулнăран çынсене кирек хăçан та пулăшатчĕ, тĕрлĕ мероприяти йĕркелетчĕ. Вăл пуçарнипех спортăн тĕрлĕ енĕпе спартакиада ирттерме пуçланă. Вĕрентекенĕн сывă пурнăç йĕркине тытса пымаллине мала хунă вăл.
Тивĕçлĕ канăва тухсан А.Карягин В.Кидановпа пĕрле районти "Çăкăр" музейне йĕркелессишĕн сахал мар тăрăшрĕ.
Унăн ĕçне пысăка хурса хакланине медалĕсемпе Хисеп хучĕсем, "РСФСР тава тивĕçлĕ учителĕ", "СССР çут ĕç отличникĕ" ятсем те çирĕплетеççĕ.
Владимир ывăлĕпе Альферита хĕрĕ ячĕпе Эвелина КАРЯГИНА.
Ноябрь 2024 |