Медицинăн страхлакан компанийĕнчен çывăх вăхăтра диспансеризаци тухмаллине пĕлтерчĕç. Кил хуçалăхĕнчи кĕрхи ĕçсене вĕçлейменрен тепĕр эрнене хăварма ыйтрăм. Килĕшрĕç. «Авангард» хаçатра В.Янтыкован «Тухтăр патне вăхăтра каймалла» статйи пичетленни («Врач патне вăхăтра кайни чире маларах сиплеме пуçăнма май парать» тени) шухăшăма улăштарма хистерĕ. Ялти фельдшерпа акушер пунктне уттартăм. Кăмăллăн кĕтсе илчĕç. Участокри Р.Каштанов врач патне каймаллине пĕлтерчĕç. Кирлĕ талонсене кунтанах илмелле пулнă иккен. Тепĕр кунне Н.Чернова фельдшерица патне каялла таврăнма тỹр килчĕ. 6 направлени пачĕ мана. Пĕрин çинче кам патне каймалли паллă. Ыттисенче çук. Район больницин икĕ хутĕнче сылтăмалла, сулахаялла утнипе вĕçне тухаймăп тесе регистратурăра чарăнтăм. Черечĕ те пур...
Юн париччен апат çимелле, шыв ĕçмелле пулман иккен. Çакăн пирки аслă çулхисене фельдшерпа акушер пунктĕнче аса илтерсен вырăнлах та вĕт. Çук. Каллех кун иртрĕ.
10 кун çỹрерĕм каллĕ-маллĕ сиплев учрежденийĕсене. Кăмăл пăсăлать. Çакнашкалли пĕр эпĕ çеç мар вĕт. Шурă халатлăскерсем йĕркене пĕлеççĕ. Мĕншĕн кашнийĕшне тĕплĕн ăнлантарса памаççĕ-ши? Коронавирус е ОРВИ инфекцийĕсем сарăлнă чухне алла туя тытма çул çитнĕ асатте-асаннесене мĕншĕн ялтан-яла усăсăр хутлаттармалла?
Ватлăх пурин патне те çитет. Çамрăксемпе çамрăкла, аслисемпе (хăлхисем те хытаççĕ, куçĕсем те тараççĕ) тараватлăрах пулсан тем пекехчĕ.
В. БАЗМАНКИН. Кĕçĕн Арапуç ялĕ
Ноябрь 2024 |