Районта тухса тăракан "Авангард" хаçат редакцине хура тутăрлă çынсем кĕрсенех чун сỹ! туса каять. Çывăх тăванĕ хăйсенчен ĕмĕрлĕхех уйрăлни пирки хурланнине пĕлтерме килекенсем юлашки вăхăтра пушшех те йышланчĕç. Хăрушă чир, усал вилĕм çамрăка та, ваттине те тиркемест...
Çак кунсенче Пăлапуç Пашьелĕнчи сумлă та хисеплĕ Анатолий Петрович Матюшкинпа яланлăхах сыв пуллашнă хыççăн унăн ачисем юратнă çынна çухатнине пĕлтернипе пĕрлех пурăннă чухне ун ячĕпе ăшă сăмах калайманшăн, унăн пархатарлă ĕçĕсем ачисемшĕн, мăнукĕсемшĕн ырă тĕслĕх пулнине палăртайманшăн пăшăрханчĕç. Кая юлса пулин те пепкисем ашшĕ çинчен хаçат вулаканĕсене тĕплĕнрех пĕлтерес тĕллевпе çемье архивĕнче упранакан наградисемпе Хисеп, Тав хучĕсене, 1982 çултах район хаçатĕнче ун пирки Матвей Сакмаров (унăн та йывăр тăпри çăмăл пултăр) ялкор "Моряк киле таврăнчĕ" тĕрленчĕкне те илсе килнĕ. Çак статья пичетре кун çути курнă хыççăн 39 çултан вара 1978-1981 çулсенче Çурçĕр тинĕс çар флотĕнче подводник пулса салтак тивĕçне пурнăçланă моряк нумай пулмасть ĕмĕрлĕхех çемьерен уйрăлса кайнă... 61 çул арçыншăн вăй парса тăрăшмалли тапхăр çеç темелле те...
- Атте пирĕншĕн яланах пур енĕпе те ырă тĕслĕх пулнă. Салтак тивĕçне пурнăçланă вăхăтрах вăл тĕрлĕ наградăна тивĕçнĕ. Командовани панă Тав çырăвĕсем çеç çирĕм ытла. Ун чухнех салтаксемпе килĕштерсе пурăнма, йĕркелеме пĕлекен, юлташĕсене яланах пулăшма хатĕр çамрăка экипажри комсомол комитечĕн членĕ пулма суйланă. Каярахпа вара çар ĕçĕнче тата политикăлла вĕренỹре тунă пысăк çитĕнỹсемшĕн, лайăх дисциплинăшăн, службăра ырă тĕслĕх кăтартнăшăн часть командованийĕ киле ярас умĕн Мухтав грамотипе наградăланă. Чи пахи тата сумли - унăн ятне чаçри Хисеп кĕнекине кĕртни. Моряксен ушкăнĕпе ăна та ытти юлташĕсемпе пĕрлех Мускаври Кремльте "Çар службинче палăрнăшăн" кăкăрĕ çине медаль чыслăн çакнине мăнаçланса каласа паратчĕ. Пирĕн атте паян тăван ялтан çар тивĕçне пурнăçлама каякан çамрăксемшĕн ырă та пархатарлă тĕслĕх. Виçĕ çул службăра пулнă хыççăн моряк тумне вăл çĕр ĕçченĕн, механизаторăн тумĕпе улăштарнă. Каярахпа хуçалăхра тĕрлĕ должноçра тăрăшнă. Кирек мĕнле ĕçе те тỹрĕ чунпа пурнăçлани асра. Ял халăхĕпе яланах пĕр чĕлхе тупса ĕçленĕ. Тен, çавăнпах-тăр ăна 1987 çулта ял Совет председателĕ пулма суйланă. Çак яваплă должноçра та вăл вунă çул ытла тăрăшрĕ,-хумханса та пăлханса аса илчĕ Михаил Анатольевич хăйĕн ашшĕ пирки.
Ырă çын çĕр çинчен кайсан, ырă ят юлать теççĕ. Çывăх тăванĕсен чун хỹхлевĕ, ун пирки ăшă сăмахпа аса илни Анатолий Петровичăн чунне çăлăнма çеç пулăштăр.
А. НИКОЛАЕВА
Ноябрь 2024 |