Чfн пулни

Категория: Публикации Опубликовано: 19.11.2021, 09:49 Просмотров: 255

Асам

Пĕррехинче аттен хăйĕнчен аслăрах юлташĕ пирĕн пата килчĕ те мана Чĕмпĕрте пурăнакан хĕрĕн ачин хĕреснашшĕ пулма сĕнчĕ. Ун чухне кумлăх чăваш хушшинче çемьесемпе туслă пурăнас йĕркене çирĕплетекен йăла пулнă. Ман шухăша ыйтса пĕлмесĕрех аттепе анне килĕшрĕç.

Пире шкулта атеист пулма вĕрентнĕ. Пирĕншĕн тĕн ниме тăман кирлĕ мар ӗненӳ пулнă. Анне пире, ачисене, яланах: «Сире шкулта тем те калама пултараççĕ, анчах эсир Турă çинчен нихăçан та никампа та нимĕн те калаçса ан çӳрĕр», – тетчĕ. Ун чухне, паллах, эпĕ анне сăмахĕсемпе килĕшсех каймастăм.  Кутăнлантăм, анчах  вӗсем ман сăмахсене хăлхана чикмерĕç: «Каятăнах, хĕреснашшĕ пулатăн», – терĕç те, атте сăмахĕнчен иртеймерĕм.

Хайхи палăртнă кун эпир пĕр ушкăн пуçтарăнса Тăрăн ялĕнчи чиркĕве тухса кайрăмăр. Ют яла кайса курасси питех те кăсăклă – çул çинче йĕри-тавра пăхкаласа çеç пыратăп, анчах чиркĕве кӗресси мана шиклентерет.

  ̶  Класри ачасем çак «намăсла» манăн ĕç пирки ан сисчĕр çеç, – тесе тарăхса шутлатăп. Пĕтĕм пур-çук „авторитет“ пĕтет. Комсомола кĕресси те пулмасть.

Ял-ял урлă кайса акă Тăрăна та çитрĕмĕр хайхи. Чиркӳ умне пырса тăрсан унăн илемĕ, мăнаçлăхĕ мана шиклентерсе тыткăнларĕ. Шала кĕтĕмĕр те – йăлт аптраса ӳкрĕм. Чиркӳ ăшĕн тирпейл.х., турăшсем çинче сăнланнă таса çынсен куçĕсен вичкĕнлĕхĕ чуна сехĕрлентерет. Наччас тата Гоголь хайлавĕ тăрăх лартнă кинофильма аса илтĕм кирлĕ мар чух. Турра хирĕç тăма вĕрентнĕ манăн шалти туйăм çав самантра çак чиркӳ хăвачĕпе хирĕçсе кайрĕç. Ачана тĕне кĕртнĕ чухне те çак хирĕçӳлĕх туйăмĕ сĕвĕрĕлмерĕ-ха...  Лăпкă та ырă кунта...

Пачăшкă хыпаланать, çавăн пек васкаса алтаре кĕрсе кайса хăйĕн тĕрлĕ-тĕрлĕ тумне майларĕ: стихарь çийĕн сулахай хулпуççи урлă орарьне çакса хÿрисене пĕрне çурăм çине, теп-

рине мал енне меллĕ вырттарчĕ, нумай çул усă курнипе кивелнĕ, анчах ылтăн эрешне çухатман поручи текеннипе ал сыппине сăрса ылтăн тĕслĕ вăрăм кантрапа çирĕплетсе пĕтерчĕ те пуçĕ çине куфья тăхёнса васкамасăр кадила ăшĕнчи тĕтĕм кăларакан катăксене шăрпăкпа чĕрте пуçларĕ. Çак ĕçе эпĕ иконостаспа кăшт уçăлнă алăк хушшинчи хушăк витĕр куç илмесĕр пăхса тăтăм. Манăн сăмса халиччен пĕлмен пылак тутăллă тĕтĕм шăршине туйса илчĕ. Алтарьти ĕçсене ман çумра тăракансем те тимлĕ сăнарĕç. Пачăшкă хатĕрленÿ ĕçĕсене пĕтернине туйса хĕрарăмсем çывăхра тăраканнисене шăппăн, анчах та çирĕппĕн:

― Тухать, тухать, хатĕрленĕр, – тесе пĕлтерчĕç.

Медитациллĕ симфони пуçланчĕ служба вахăтĕнче. Пачăшкă ĕнĕрлени, çунакан çуртасем çатăр-çатăр туса илни, карчăксем пачăшкăна пулăшас тесе ун хыççăн юрлама хăтланни, тĕне кĕртме илсе килнĕ ачасем хăраса шăппăн, кас-кас хыттăн йĕни, сăрланă урай тăрăх ахаль çынсен хура, сарă, хăмăр пушмакĕсем куçкалани, ăнсăртран тухакан тĕрлĕ сасё маншăн килĕшÿллĕ оркестр вылякан асамлă, пурне те хăйĕн вăйне пăхăнтаракан кĕвĕ пекех туйăнчĕ.

Чиркÿри халăх çурта çутать те çутать. Мана вара унăн çулăмĕ илĕртрĕ. Çÿхе çуртан çулăмĕ питĕ черченкĕ. Мăнаçлёхĕ çук. Пĕр пек çунмасть. Унталла та кунталла хăвăрттăн сулăнса тарас пек хăтланать. Чиркÿ алăкĕ хăвăрттăн уçăлсан е чуна пырса тивекен саспа хупăнсан çурта çулăмĕ ниçта кайса кĕреймесĕр çуртаран хăпса çÿлелле лĕпĕш пек вĕçсе каяс пек. Çурта варринчи çиппи çеç «лĕпĕше» тытса чарса каялла тавăрать. Çав вăхăтрах çулăм тĕсĕ те ылмашăнса илет. Çулăм хĕррисем шупка, варринче, çип йĕри-тавра, хĕрлĕ тĕс куçа йăмăхтарать.

― Ан кай, шельмă, эсĕ кунта кирлĕ. Ахаль çынпа Турă хушшинчи асамлă çыхăнăва эсĕ çеç сыпăнтарма пултаратăн,  ̶  каласшăн пулĕ çипĕ.

Хулăн çуртасем хăйсен мăнаçлăхне кăтартасшăн. Ял чиркĕв.нче пысăк çурта илекенсем те вĕсем е Турă умĕнче пысăк çылăха кĕнисем, е Çÿлти Турра хытăрах юрататăп тесе кăтартма шутланисем. Унăн çулăмĕ витĕр çил пырса тивсен те хисеплесе пуç тайнă пек кăна кăшт авăнса илет те каялла тÿрленет. Ал лаппи пек сарлака çулăмăн тĕсĕ вара пĕчĕк çуртанни пекех, çулăм хĕррисем шупка, варринчи хĕрлĕлĕхĕ вара унăн питĕ вăйлă. Вăл васкамасăр, çуртине лартакан çыннине савăнтарса малалла çунать. Çунакан çуртасен тĕллевĕ – çынсен чунне лăплантарасси.

Кайран киле таврăнсан аннене: «Çак вырăна тепре килсе курсан аптрамастчĕ», – терĕм. Вăт çапларах эпĕ Христос ĕненĕвĕпе, Турăпа çыхăнмалли вырăнпа паллашрăм.

                   *  *  *

Салтакра эпĕ стройбата лекрĕм. Паллах, урăххи çинчен ĕмĕтленеттĕмччĕ: десантник е пограничник, матрос  пулас килетчĕ. Çара каякан çамрăксенчен чылайăшĕ  ман пекех шухăшлать пуль?! Камăн тельняшкă тăхăнас килмест? Стройбата лекни мана, паллах, пит савăнтармарĕ. Мĕн тăвас тен – ăçта хушнă, çавăнта каймалла. Приказ. Икĕ çул хĕсметре тăрса эпĕ чылай професси алла илтĕм. Чим, васкас мар-ха, йĕркипе каласа каяс. Пĕр çулталăкран стройка ĕçĕнче электрик кирлĕ пулчĕ. Взвод командирĕ Ведерников аслă прапорщик мана: «Ачамккă, пăхатăп та, эсĕ тăрăшуллă салтак, хуть мĕнле ĕçре те нормăна тултаратăн, тĕплĕ ĕçлетĕн. Салтака киличчен лифтер пулнă, атя электрик ĕçне кӳлĕн, – терĕ.  _ Професси ытларах илме тăрăш». Çапла эпĕ электрик ĕçне пикентĕм. Çĕнĕ профессие ерипен хăнăхса пытăм. Служба иртет, стройка объекчĕн кӳлепи те ӳссех пырать. Тĕрлĕ халăх пуçтарăнатпăр эпир çар хĕсметĕнче – вырăсĕ, тутарĕ, чăвашĕ, мăкши, дагестанецĕ, осетинĕ т.ыт.те. Паллах, пурин те юн вĕрет, вăя ниçта хураймастпăр – час-часах пĕр-пĕринпе тÿпелешетпĕр те.

Пĕррехинче пирĕн взвода пĕр объекта ĕçлеме илсе кайрĕç. Ĕç кал-кал пыратчĕ темелле. Опалубкăна бетон яракансем тахăш çĕрте кабель татăлса бетона пусаракан хатĕр ĕçлеме чарăнни çинчен пĕлтерчĕç. Пăхкаласа илтĕм те кайса рубильнике антартăм.  Тем вăхăтран такам пырса рубильнике хăпартнă та, ток кайма пуçланă... Мана, çара кабельпе ĕçлекенскере, электричество чукмарпа çапнă пек шаплаттарнă. Эпĕ çавăнтах тăна çухатса йĕпе бетон урайне тӳнсе кайнă. Çитменнине, пĕтĕм ӳт-пĕвĕн шăнăрĕ шарт! кăна хытса ларнă. Çăварти чĕлхе вара лĕпĕс кайса сывлăш çулне пӳлсе хунă.   

*  *  *

Кĕтмен çĕртен мана пи-итĕ лайăх пулса кайрĕ. Куçа уçса ятăм та хам симĕс çерем çинче тухăç еннелле пăхса выртнăн туятăп. Таçта айккинче илемлĕ вăрман хĕрри курăнать. Çут çанталăка лăпкаса çӳлтен хĕвел хĕртет. Тӳпе янкăр. Шенкер тĕс куçа йăмăхтарать. Хам пирки пачах шухăшлас килмерĕ. Темшĕн эпĕ çынсем пурăнакан тĕнчерен уйрăлса кайнă пек, çĕнĕ тĕнчере хама телейлĕ туйнă пек ас тăватăп. Кĕске вăхăт çак идиллипе киленнĕ хыççăн эпĕ атте-аннене аса илтĕм: «Вĕсем ĕнтĕ мана тек кураймĕç урăх», – тесе питĕ-питĕ шеллерĕм. Çак куляну туйăмĕ нумая пымарĕ. Вилĕмĕ: «Сан пурне те манмалла. Эсĕ вĕсемпе урăх курнăçаймăн», – терĕ. Туятăп: çак вырăн та, тăнăçлăх та – вăхăтлăх самант. Пĕлетĕп, тепĕртакран тата лайăхрах тĕнчене куçмалла. Халь-халь куçмалла пек...

Пăхатăп: хĕвел патĕнчен çын мĕлки уйрăлчĕ те ман пата утса килет. Симĕс курăклă хирпе васкамасăр утать. Вăл утать – эпĕ ешĕл курăк çинчех выртатăп. Хĕвел мĕлкене çурăм хыçĕнчен пăхнă май ăна асамлăх, илĕртӳлĕх кӳртет. Тимлесе пăхатăп: мана кам илме килнине пĕлес тетĕп. Хĕвел çутине пула мĕлке пит йĕркеллĕ курăнмасть –  паллама йывăр. Чăтăмсăррăн кĕтетĕп, пĕлсе тăратăп: ҫав ҫын мана ачашшăн çупăрласа илсе йăтса кайĕ... Унпа пĕрле çумăн утса каясси пирки шухăшламастăп та. Мĕлке ман пата çитсе пырать, эпĕ кĕтетĕп...

Сасартăк, телевизор сӳннĕ пек, çăтмах тĕнче пăч! турĕ те пĕтсе ларчĕ.  Çан-çурăм арман чулĕсем лутăрканă евĕр чăтма çук ыратнине туйса илтĕм. Аран-аран куçа уçса ятăм. Эпĕ бетон урайĕнче выртатăп иккен, ман тавра взвод салтакĕсем пуçтарăнса тăнă. Аслă прапорщик эпĕ куçа уçнине курчĕ те пĕшкĕнсе янаха тытса унталла-кунталла хускатрĕ, Çĕрпӳ район каччине Миша Трофимова: «Маттур, Трофим, кирзачпа янахĕнчен виçеллĕ тапрăн. Çăварĕ уçăлнă. Сывлать çын. Хытăрах тапнă пулсан янах шăммине хуçма та пултарнă», – тесе ун çине ырласа пăхрĕ. Эпĕ тăрасшăн пултăм – тăраймастăп. Пулăшма ыйтатăп. Тăратрĕç. Самантрах урайне тĕшĕрĕлсе антăм. Хамăн пĕр пĕрчĕ вăй та çук.

Пĕр уйăх госпитальте выртма тиврĕ. Тухтăрсем этем ĕренкине кĕртрĕç мана. Сипленнĕ чухне эпĕ аннене ман валли чиркÿре туяннă хĕресе ярса пама ыйтрăм. Ăна, салтака кайнă чухне, кирлĕ пулмасть тесе хывса хăварнăччĕ. (Сăмах май, çак хĕрес халĕ те ытти ылтăн, кĕмĕл хĕрессемпе пĕрле хамăн шкатулкăра упранать.)

Çакăн пек пулса тухнă хыççăн çĕр çинче пĕр-пĕринпе çыхăнман темиçе тĕнче пурри çинчен час-часах шухăшла пуçларăм. Шухăш çиппи Турă патне çывхартрĕ. Турă пĕрре, анчах ун патне илсе пыракан çул тĕрлĕ. Христоса ĕненекенсем те тĕрлĕ çулпа утаççĕ. Кампа кăна калаçман  пуль эпĕ Турă çинчен:   баптистсемпе те, ытти тĕн юхăмĕн çыннисемпе те. Аннен пĕрремĕш сăмахĕ, Тăрăн ялĕн чиркĕвĕ, унта курнă пĕрремĕш асамлă служба, турăшсен шайлашуллă ĕлккен илемĕ мана урăх çулпа ямарĕç. Çавăншăн эпĕ яланах хĕпĕртетĕп.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика