Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти «Берегиня» историпе краеведени музейĕпе, çакăнтан вĕренсе тухнă çынсемпе тата экспонатсемпе паллашас, Чăваш тĕррин кунне палăртнă май унăн илемне хаклама вĕренес тĕллевпе пиллĕкмĕш классем литература сехечĕ ирттерчĕç.
Малтанах вĕренекенсем музей историйĕ çинче чарăнса тăчĕç. Паллă ентешĕмĕрсен ĕçĕ-хĕлне хăйсен куçĕпе курса хакларĕç. Музейра пĕрремĕш хут мар пулин те çитĕнекен ăру кунта хăйсемшĕн нумай çĕннине илнине палăртрĕ.
«Асанне сурпанĕ» сăвва тимлĕ итленĕ хыççăн кунта упранакан тупрасене пăхса киленчĕç. «Кашни тĕрĕ - пурнăç йĕрĕ», тесе палăртаççĕ халăхра. Ахаль мар пулĕ чă-ваш чунĕ яланах хитри патне туртăннă. Çавăнпа унăн кил-çуртне тĕрленĕ, йывăçран касса ерешленĕ, тăмран тунă савăт-сапа илемпе хăтлăх кĕртнĕ. Уйрăмах ачасене сурпанăн вĕтĕ тĕрри кăсăклантарчĕ. Ун хыççăн вĕренекенсем чăваш тумтирĕ çинчен ку таранччен мĕн пĕлнине пуянлатрĕç, вĕсен хăйне евĕрлĕхĕпе паллашрĕç. Çавăн пекех вĕренекенсем чăваш тĕрринчи эрешсем тата тĕссем мĕне пĕлтернине пăхса тухрĕç. Хушпу, масмак, тухьяпа паллашрĕç, вĕсем çинчи эрешсене сăнарĕç.
Музея йĕркелесе яракансем чăннипех те мухтава тивĕç. Вĕсен кашни ĕçĕ вырăнлă та усăллă пулни паянхи çамрăк ăрăва тĕрĕс çулпа пыма хавхалантарать.
В. ФЕДОРОВА, чăваш чĕлхипе лирературине вĕрентекен.
Ноябрь 2024 |