Профилактика тĕрĕслевĕ кирлĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 15.02.2022, 09:18 Просмотров: 423

Пурнăçран уйрăлакан кашни виççĕмĕш çыннăн диагнозĕ усал шыçă чирĕпе çыхăннă. Унран маларах чĕрепе юн тымарĕсен чирĕпе тата коронавирус инфекцийĕпе асапланакансем тăраççĕ.

Районта пурăнакансен шучĕ çулсерен чакать. 2020 çулта 32878 çын пулнă. Пĕлтĕр вара 32442 юлнă. Çав шутрах усал шыçă чирĕ виçĕмçул 122, пĕлтĕр 135 çынра палăрнă. Ỹт-тир ракĕ 22, кăкăр чирĕ 15 тĕслĕх тупăннă. Ỹпкепе чирлекенсем виççĕмĕш вырăнта тăраççĕ. Ỹт-тирпе, кăкăр ракĕпе чирлекенсене пĕрремĕш тата иккĕмĕш стадисенче тупса палăртнă.

Усал шыçă чирĕсене вăхăтра тупса палăртни сиплеве иртерех пуçăнма май парать. Ку чухнехи хирурги технологийĕсем, хими, гормоналлă терапи, ренген пайăркисемлĕ сиплев пациентсене сывалма пулăшаççĕ тата пурнăçа малалла тăсма май параççĕ.

Паянхи куна кăкăр ракĕпе чирлисем 116, ỹт-тир ракĕпе -112, хĕрарăмсен ар органĕпе 93 çын учетра тăраççĕ. Медицина тĕрĕслевĕсем витĕр, диспансеризаци тухасси çине тимлĕх уйăрмаллах. Кăкăр ракĕмаммографи хыççăн палăрма пултарать. Хĕрарăмсен ар органĕн чирне мазок уçса парать. Арçынсенне юнран (простатспецифический антиген) пĕлме пулать. Дерматоскопи ỹт-тир палăрăмĕсене кăтартать. Ытти органсен чирĕсене палăртмалли мелсем те пурах. Кунсăр пуçне пациентсем флюорографи тухаççĕ. Ỹпке ракĕпе туберкулез çакăнта палăрмалла. Юн анализĕорганизмри улшăнусене кăтартать тата ытти те.

Хамăр сывлăхшăн хамăрах тăрăшмалла. Кашни пациентăн çулталăкра пĕр хутчен те пулин участокри терапевт патĕнче пулмаллах.

В. ФРОЛОВ, врач-онколог

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика