Патшалăх хăй тĕллĕн ĕçлекенсене курăмлă пулăшу парать. Субсиди, çăмăллăхсем илмешкĕн "Самозанятость" программăна хутшăнмалла.
Программăпа кам усă курĕ?
Кам вăл хăй тĕллĕн ĕçлекен? Ăна ĕçпе тивĕçтерекен те, тара илнĕ çын та çук. Вăл хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕпе тупăш илекен шутланать.
Хăй тĕллĕн ĕçлекен - çăмăллăх кỹрекен е тавар сутакан - кашни уйăхра 4 процент налук тỹлет. Пайтаçăпа танлаштарсан унăн отчет тумалла мар, документсемпе çỹремелле мар. "Самозанятость" программăна хутшăнсан кашни уйăхрах, 25-мĕш числоран кая мар, тупăшран автомат йĕркипе налук тытăнса пырать.
2020 çулхи майăн 27-мĕшĕнче Раççейре пĕчĕк тата вăтам бизнеса, хăй тĕллĕн ĕçлекене пулăшас тĕлĕшпе саккун йышăннă. Вăл бизнеса финанс тата пурлăх енчен тĕревлессипе çыхăннă. Çав шутра муниципалитет пурлăхне йỹнерехпе арендăна парасси, çăмăллăх кредичĕпе, субсидипе, бизнес йĕркелеме тата аталантарма грантпа тивĕçтересси тата ытти те. Вĕсем "Манăн бизнес" центрта кредит, налук, бухучет ыйтăвĕсемпе консультаци тỹлевсĕр илме, ятарлă курссенче пĕлĕве ỹстерме, рынокра уйрăмах кирлĕ профессие алла илме, ăсталăха туптама пултараççĕ.
"Самозанятость" программăна хутшăнас тесен мĕн тумалла?
1. Телефона "Манăн налук" ятарлă приложение вырнаçтармалла, AppStore тата Google Play программăсем урлă тỹлевсĕр усă курма пулать. Çавăн пекех федерацин налук службин веб-версийĕ те пур.
2. Приложенире регистрациленмелле. Çакна кирек хăш вăхăтра, налук службине каймасăрах тума май пур.
3. Хăй тĕллĕн ĕçлекенĕн налук мĕн чухлĕ тỹлемеллине приложенире хăйех шутлать. Гражданинăн ĕç-хĕлрен кĕрекен тупăшпа чек йĕркелемелле.
4. Хăй тĕллĕн ĕçлекенĕн çăмăллăхĕпе усă куракан çыннăн электрон почтине е телефонне ыйтса пĕлмелле, приложенире тупăша тата вăл мĕнрен кĕнине кăтартмалла. Сутнă тавар е кỹнĕ çăмăллăх чăнлăхпа тỹр килмелле.
5. Приложенире налук тỹлекен уйрăм çын е организаци пулнине палăртмалла. Çакă налук ставкине витĕм кỹрет: уйрăм çыншăн вăл - тăватă процент, пайтаçăпа организацийĕн 6 процентпа танлашать. Енчен тавара уйрăм пайтаçа е организацие сутсан вĕсен ИНН кирлĕ. Чекра кăтартнă хисепрен налук тытăнмасть.
"Самозанятость" программăна хутшăнни мĕн енчен усăллă?
- Налук службине отчет тата деклараци тăратмалла мар. Тупăша автомат йĕркипе приложенире шутлать. "Манăн налук" приложенире чек кăна йĕркелемелле.
- Страхлав взносне тỹлемелле мар. Пенси страхлавне тỹлемесен те пултараççĕ, мĕншĕн тесен çакна кашни хăйĕн ирĕкĕпе пурнăçлать.
- Уйрăм пайтаçă статусне илмесĕрех хăй тĕллĕн ĕçленине документпа çирĕплетме пулать. Çав шутра приложенири справкăпа та.
- Налука 10 пин тенкĕ таран чакарма май пур.
- Приложенире тупăш шутласси, налук тỹлесси автомат йĕркипе пулса пырать.
- Интернет урлă регистрацие тăма пулать.
2022 çулта хăй тĕллĕн ĕçлекенсене патшалăхран пулăшу парасси татах ỹсет. Çак категорие кĕрекен граждансене пулăшма федераци проектне хатĕрленĕ.
Тупăш çăлкуçĕ
Чăваш Енре 234 пин хушма хуçалăх, çав шутра 229 пинĕшĕ ял тăрăхĕнче. Малашне хушма хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекенсем, пахча çимĕç, аш-какай, сĕт туса илсе ытлашши продукцие сутакансем те "Самозанятость" программăна хутшăнма, патшалăхран пулăшу илме пултараççĕ. Иртнĕ çулсенче хушма хуçалăхра ĕне тытакансене республика бюджетĕнчен субсиди парса пулăшнă. Кăçалтан вара хăй тĕллĕн ĕçлекенсене кăна субсиди тивĕ.
ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ - ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов палăртнă тăрăх, ĕçлĕ тĕл пулусенче ял çыннисем час-часах ыйту хускатнă, патшалăх пулăшăвĕпе фермерсем тата организацисем кăна усă курма пултарни вĕсене тивĕçтермен. Хушма хуçалăхсем те продукци туса илсе сутаççĕ-çке? Чăн та, темиçе çул каяллах вĕсене çĕр ĕç техники туянма, вите-сарай çĕнетме çăмăллăх кредичĕ панă. Каярахпа çакна пăрахăçланă. Халĕ акă ĕнешĕн субсиди пурне те тивмĕ. Çав хушăрах хушма хуçалăхсен патшалăх пулăшăвĕпе усă курасси палăрмаллах ỹсет.
Палăртрăмăр ĕнтĕ, патшалăх пулăшăвне илмешкĕн "Самозанятость" программăна хутшăнмалла. Çакă никама хистемесĕрех хăйсен ирĕкĕпе пулса пырать. Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетме, ял хуçалăх продукцийĕ туса илме çăмăл мар, тăкакĕ те пысăк. Çăмăллăх субсиди тăкакĕсене чакарма, тупăша ỹс- терме май парĕ. Енчен те хушма хуçалăха аталантаракан "Самозанятость" программăна хутшăнсан пĕр ĕнешĕн - 5500, иккĕшĕн - 6500, виççĕ е ытларах пуçшăн 7500 тенкĕ (кашниншĕн) илет. Унсăр пуçне вăл ĕне йышне ỹстерсен выльăх туянма кайнă тăкака республика бюджетĕнчен 70 пин тенкĕ таран саплаштараççĕ. Ăратлă выльăх илнине пăхмасăр (вăл 150-190 пин тенке яхăн) патшалăх 70 пин тенкине кăна тавăрса парать. Йỹнĕрехпе туянсан укçа сахалрах тивет. Анчах виçĕ çулта унăн çав ĕнене сутма, кĕтĕве чакарма юрамасть.
Кăçалтан хушма хуçалăхсен электрон кĕнекине йĕркелесшĕн. Ăна ветеринари, ытти служба асăрхаса тăрĕç. Кăçалтан федераци хыснинчен хушма хуçалăхсене çĕр улми, пахча çимĕç, аш-какай, сĕт туса илме каякан тăкакăн пĕр пайне саплаштараççĕ. Кун пирки документсем хатĕрлеççĕ ĕнтĕ, çывăх вăхăтра хушма хуçалăх тытакансене те паллаштарĕç.
- Хăй тĕллĕн ĕçлекеншĕн пĕлтерĕшли - тăкака тĕрĕс йĕркелесси. Пурнăçланă ĕç, тăкак пирки чексене пуçтармалла. Документ чăнлăхпа тỹр килмелле: пăта илнĕ пулсан удобрени туяннă тесе кăтартмалла мар. Мĕншĕн тесен кайран документсене тĕрĕслеççĕ, - палăртнă Сергей Артамонов.
Вăл каланă тăрăх, хушма хуçалăхсене регионтан та курăмлă пулăшу пулĕ. Паллах, çакă ĕне туянма кайнă тăкаксене саплаштарнипе те çыхăннă. Субсиди илес тесен выльăх туяннине çирĕплетекен документ-чек кирлĕ.
Сутакана алăран укçа тыттарсан нимĕнле субсиди те тивмĕ. Çавăнпа малтан счет уçмалла, хыççăн тин таваршăн татăлмалла. Кун пек тусан тăкакланни пирки документ пулĕ. Е сутуçа ĕнешĕн банк картти е онлайн урлă укçа куçарса памалла, мĕншĕн тăкакланнине палăртмалла. Субсиди илмешкĕн ведомствăна выписка, чек, договор тăратмалла. Мĕнле документсем кирлине пĕлтерĕç.
Тепĕр çĕнĕлĕх. Кăçалтан хăй тĕллĕн ĕçлекенсем ял хуçалăх техники туянсан та тăкака саплаштарма пултараççĕ. Сăмахран, 90-95 лаша вăйĕллĕ трактор, мини трактор, çакмалли, прицеп оборудованийĕсем илсен тăкакăн 40 процентне тавăрма май пур. Чăн та, хушма хуçалăхсен тăкака саплаштармалли список организацисемпе танлаштарсан пĕчĕкрех пулĕ. Çапах та курăмлă пулăшу. Кун пекки халичен пулманччĕ-ха. Вăй илсе аталаннă май хăй тĕллĕн ĕçлекенсенчен нумайăшĕ фермера куçма пултараççĕ. Апла пулсан патшалăх пулăшăвĕ те ỹсĕ. Аса илтеретпĕр: "Самозанятость" программăпа ĕçлеме килĕшмесен чăрмавсăрах тухма пулать.
Республикăра ял хуçалăх продукцийĕ туса илнĕ çĕрте хушма хуçалăхсен тỹпи 37 процент. Федераци Атăлçи округĕнчи кăтарту - 32, Раççейĕпе 27 процент. Юлашки вăхăтра тỹнтерле пулăм - ялсем пушанса пыни, çуртсем тăлăха юлни, сад-пахча çум курăкпа хупланни - татăклă утăм тума, ялта ĕçлесе пурăнакансене курăмлă тĕрев пама хистет.
- Пирĕн тĕллев ялсенче пурăнакансен йышне упраса хăварасси. Халĕкооперативсен юхăмĕ вăй илет. Хушма хуçалăхсене ытлашши тавара сутма майсем туса памалла. Сĕтпе ыйтăва татса панă: хальхи вăхăтра 254 пайтаçă ирсерен 30-40 пин литр чĕр тавар пуçтарать. Унăн хакĕ пĕчĕкрех, анчах хăй тĕллĕн ĕçлекенсем патшалăх пулăшăвне тивĕçме, тăкакăн 40 процентне тавăрма пултараççĕ. Акă организацисем ăратлă выльăхшăн 80 пин тенкĕ (пĕриншĕн) илеççĕ пулсан хушма хуçалăхсене ăратсăр ĕнешĕн те 70 пин тенкĕ параççĕ. Ĕне - тупăш çăлкуçĕ, бизнес. Малашне выльăх апачĕн центрне тума палăртасшăн. Çакă çĕр çителĕксĕррисене, техника çуккисене выльăх апачĕпе тивĕçтерме пулăшĕ, - палăртнă министр. "Самозанятость" программа вăй иле пырать кăна-ха, малашне вăл хушма хуçалăхсемшĕн чăннипех те çирĕп тĕрев пуласса шанас килет.
Ноябрь 2024 |