Патăрьелĕнчи тĕп больницăри хирурги уйрăмне ертсе пыракан Рустам Ахметова Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пĕлмен, палламан çын çук та пулĕ. Тухтăр миçе çыннăн пурнăçне вилĕм аллинчен туртса илмен-ши, сусăр пуласран хăтарман-ши? Ку ыйтăва хуравлама йывăр, анчах вăл операци тунă пациентсенчен нумайăшĕ ăна хăйне çăлакан, малашлăх парнелекен тесех шухăшлать.
70 çула çывхаракан Рустам Энверовича никам та хăйĕн çулне каламасть: хирург çỹллĕ те кĕрнеклĕ, сăнран та çамрăк курăнать, алли те скальпеле çирĕп тытать. Тĕп больницăра вăй хума пуçлани унăн - 45 çул! Калама кăна вĕт! Хăйĕн профессине чун-чĕререн парăннă çын çеç çак çăмăл мар "лава" нумай çул туртма пултарать. Сăмах май, тухтăр ĕçне суйлама Рустам Энверовича фельдшерта чылай çул вăй хунă амăшĕн аппăшĕ пулăшнă.
- Шăнкăртамра, учительсен çемйинче 1953 çулта çуралнă эпĕ. Тăваттăн пĕр тăван, ачасенчен пĕрремĕш кун çути курнă. Аслă классене çỹренĕ тапхăрта та малалла ăçта пĕлỹ илме каяссине палăртманччĕ. Аппа тухтăр профессийĕ этемлĕхшĕн питĕ кирлине, вăл сумлине ăнлантарса панă хыççăн унăн шухăшне тĕпе хутăм та ĕнтĕ. Шăнкăртамри вăтам шкултан вĕренсе тухнине çирĕплетекен аттестата илнисем хушшинче тăватă каччăччĕ, ыттисем хĕрсемччĕ. Эпир тăватсăмăр та медицинăна суйласа илтĕмĕр, паян та пурте çак сферăрах тăрăшатпăр. 1970 çулта И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетне ăс пухма кĕтĕм, - тесе аса илет Рустам Энверович хăйĕн пурнăçĕпе паллаштарнă май.
Ултă çул илнĕ пĕлĕвне Р. Ахметов Çĕнĕ Шупашкарти больницăра интернатура тухса çирĕплетнĕ. Шăпах çакăнта вăл пĕрремĕш хут хăй тĕллĕн, тĕп хирургсем пăхса тăнипе, паллах, вăтам çулсенчи арçынна операци тунă. 1977 çулта тăван Патăрьел районне таврăннă, тĕп больницăра хирургра ĕçлеме пуçланă. Рустам Ахметовпа пĕрле Александр Гаврилов (шел пулин те, вăл йывăр чире çĕнтерейменнипе куçне ĕмĕрлĕхех ир хупрĕ), маларах Иванпа Валентина Казаковсем тата ыттисем вăй хума пуçланă.
- Ун чухне тĕп врач тивĕçне Владимир Ильич Иголкин пурнăçлатчĕ, вăл маншăн та, ыттисемшĕн те авторитетчĕ. Сиплев учрежденийĕнче ăна кăнтăрла кăна мар, каçпа та курма пулатчĕ. Çамрăк специалистсене хавхалантарма, пулăшма тăрăшатчĕ, - тет Р. Ахметов.
Хирург ĕçĕн вăрттăнлăхĕсене вара Шăнкăртам каччине вăл вăхăтра хирурги уйрăмĕн заведующийĕнче тимленĕ Петр Надин (унăн та йывăр тăпри çăмăл пултăр) хăнăхтарнă. Ун пирки Рустам Энверович ырăпа кăна аса илет, вăл чăн-чăн çын тата çỹллĕ шайри профессионал пулнине палăртать. 15 çул ытла вĕсем иккĕшĕ скальпель тытса операци сĕтелĕ умне тăнă. Петр Васильевич хыççăн хирурги уйрăмне ертсе пыма Р. Ахметова шаннă. Паян вăл хăйĕн опытне Илнур Субханкуллов, Николай Зубов тата Рустем Шакуров хирургсене вĕрентет. Вĕсемшĕн вăл ашшĕ те, юлташ та, ĕçтеш те.
Хирург ĕçĕ çăмăл мар, пысăк яваплăх, тимлĕх, чăтăмлăх ыйтать. Куллен 3-4 е ытларах та, çулталăкра вара 500тен кая мар операци тума тивет. Хăшĕ-пĕри 5-6 сехете те тăсăлать. Йывăрлăхсене пăхмасăрах Рустам Энверович хăйĕн профессине питĕ юратнине, ăна вăл çултан-çул ытларах та ытларах килĕштернине палăртать.
- Пĕлетĕр-и, медицинăра операци тăвасси йывăр тесе калас килмест. Алла скальпель тытсанах кирлĕ мар шухăшсенчен хăтăлатăн та хăвăн тĕп ĕçне пурнăçлатăн. Тĕрĕс диагноз лартасси, хушма чирсем пур çынсене операци тумалла е тумалла марри пирки тĕрĕс йышăну тăвасси - чи йывăрри.
Пăшăрхантараканнисем пур ĕнтĕ, çук мар. Интернет вăй илнĕренпе пациентсен тăванĕсем, уйрăмах хулара пурăнаканнисем, хăйсем тухтăрсенчен те лайăхрах сиплеме, диагноз лартма "пĕлнине" кăтартма тăрăшаççĕ. Çавăн пекех медицинăри çитĕнỹсене, диспансеризаци кăларнине, участокри тухтăрсем килĕрен çỹренине пăхмасăрах шала кайнă чирсемпе нушаланакансем пурри те хумхантарать. Нумай пулмасть çеç Шăмăршă районĕнчен ватах мар, шăммипе тирĕ çеç тăрса юлнă хĕрарăма илсе килчĕç. Ури çинче пỹрлешкесем (язва) туллиехчĕ, вĕсем çинче хуртсем йăраланатчĕç. Çакăн пек лару-тăру патне çитмелле мар, больницăна маларах килмелле, - тет Рустам Энверович.
Тăватă теçетке ытла больницăра вăй хуракан тухтăр пациентсен сывлăхĕшĕн яланах пăшăрханать. Чирлĕ çынна вăхăтра пулăшу памалла чухне мунчара çăвăннă е çывăрма выртнине пăхмасăр сиплев çуртне пĕрре кăна мар васканă. Операци хыççăн сываласси кирлĕ пек пымасан ĕçтешĕсемпе канашлать. Шупашкарти больницăсенчен тухтăрсене чĕнсе илнĕ, тĕп хулана малалла сывалма ăсатнă тĕслĕхсем те пулаççĕ.
- Хушăран ĕçрен киле кайсан та йывăр выртакан пациент пуçран тухмасть, ун пек чухне каялла таврăнса мĕнпе те пулин пулăшас, чирне çăмăллатас килет. Йывăрлăхсене çемьере пĕр-пĕрне ăнланни çĕнтерме пулăшса пырать, - тет Р. Ахметов.
Ахметовсем çемйипех хăйсен пурнăçне çынсен пурнăçне сыватассине халалланă теме те юрать. Рустам Энверовичăн мăшăрĕ Фарида Ахметовна Патăрьелĕнчи тĕп больницăрах врач-стоматологра тăрăшать, хĕрĕ Хусанта невропатолог пулса вăй хурать. Тетĕшĕн хĕрĕ те тухтăр профессине суйласа илнĕ. Тăван йăмăкĕ те фельдшерта чылай çул тимленĕ. Çавăн пекех паллă хирургран тĕслĕх илсе ун çулĕпе утакансем пациентсем хушшинче те пур.
- Тикешре çуралса ỹснĕ пĕр çамрăк каччă пирĕн уйрăмран сывалса тухнă хыççăн та манпа çыхăну татмарĕ: уявсемпе открыткăсем яратчĕ. Каярах вăл хăйне тухтăр профессине суйласа илме шăпах эпĕ пулăшнине пĕлтерсе тав турĕ. Çакă маншăн чăннипех те кĕтменлĕх пулчĕ. Тĕрĕссипе, эпĕ хуть хăçан та, хуть ăçта та врач ĕçĕ пархатарлине, унăн кирлĕлĕхне калатăп, ашшĕ-амăшне ачисене медицина ĕçченĕ пулма вĕрентме яма канаш паратăп. Яшсемпе хĕрсем сывлăх хуралĕнче вăй хума кăмăл тунишĕн питĕ хĕпĕртетĕп, - кăмăллăн калаçнă май пĕлтерчĕ "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тухтăрĕ" хисеплĕ ята тивĕçнĕ Р. Ахметов. Сăмах май, Рустам Энверович республикăра "Чи лайăх хирург" ята та илнĕ. Кăçал Раççей Федерацийĕн сывлăх сыхлав министерствин Тав çырăвне панă ăна. Ытти сумлă наградăсем те унăн çителĕклех.
О. ПАВЛОВА.
СЫВЛĂХ ПИРКИ
Сывă çын - çунатлă çын.
Сывă çынна чир çулăхмасть.
Сывлăх апатран килет.
Сывлăх ахах пекех, час çухалма пултарать.
Сывлăх пĕрре, мул нумай.
Сывлăх пĕтсен укçа парса илеймĕн.
Сывлăх пурри сăнран паллă.
Сывлăха аптекăра шырамаççĕ.
Сывлăха ылтăн кăтартнипех туянма май çук.
Сывлăхран хакли çук.
Сывлăх пулсан пурте пулать.
Сывлăх пулмасан пурлăх та кирлĕ мар теççĕ.
Ноябрь 2024 |