Пĕр шкултан - виçĕ çĕнтерỹçĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 19.04.2022, 09:42 Просмотров: 934

Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул районта çеç мар, республикăра та пысăккисенчен пĕри. Унта пин ытла ача куллен ăс пухать, тавра-курăмне ỹстерет. Вĕсене пĕлỹ парас тесе нумай вĕрентекен вăй хурать, çĕршыва, çитĕнекен ăрăва обществăна юрăхлă çын тума тăрăшать. Вĕсенчен пĕри - Анастасия Анатольевна Кубикова, вырăс чĕлхипе литература учителĕ, районти "Çулталăк вĕрентекенĕ-2022" конкурс çĕнтерỹçи. Пĕр йышрах "Чи лайăх класс ертỹçи-2022" ята тивĕçнĕ кĕçĕн классене вĕрентекен Наталия Леонидовна Антонова, "Чи лайăх педагог-психолог-2022" конкурсра мала тухнă Алина Александровна Фролова та вăй хурать. Яваплă та интереслĕ, кирлĕ професси суйласа илнĕ çĕнтерỹçĕсемпе сăмах хускатнă май хăйсен çитĕнĕвĕсем çинчен каласа пама ыйтрăм.

- Анастасия Анатольевна, никамшăн та вăрттăнлăх мар, аслă шкулта пĕлỹ пухнă çамрăксенчен ытларахăшĕ хăйсен пурнăçне вĕрентỹ ĕçĕпе çыхăнтарма тăрăшмасть. Ку енĕпе сирĕн шухăшăр еплерех пулчĕ?

- Учитель ĕçне эпĕ ачаран юратнă. Асанне вĕрентекен пулни те маншăн тĕслĕх. Сăмах май каласан, вăл пирĕн шкулта кĕçĕн классене пĕлỹ панă. Çакă та хĕтĕртрĕ пуль.

 - Калăр-ха, паянхи вĕрентỹçĕн мĕнлерех пулмалла?

\- Ман шутпа, педагогăн ачасемпе пĕр хум çинче пулмалла. Вĕсем мĕн курнине, илтнине туйса тăмалла. Пурнăç уттинчен юлса пымалла мар.

- Эсир питех те сумлă конкурсра çĕнтертĕр. Çакă, паллах, чыс тата мухтав. Унта хутшăнса хăвăр валли мĕн çĕнни илтĕр?

- "Пĕлỹ арчине" питĕнумай пуçтартăм. Уçă урока, класс тулашĕнчи мероприятие, методика семинарне хатĕрленсе хамăн пĕлỹ шайне ỹстертĕм. Хăш-пĕр чухне çын умне тухса калаçасси те пысăк йывăрлăх кăларса тăратать. Халĕэпĕ хама лăпкăн тытма пултаратăп.

 - Апла пулсан çакăн евĕрлĕ конкурссене педагогсен хутшăнмаллах.

- Çапла, май килнĕ таран явăçма тăрăшмалла. Çакă пĕлỹ шайне анлăлатать. Вĕрентекен методикине улăштарма, çĕнĕ технологисене алла илме май парать. Тĕрлĕ çынпа паллашатăн, вĕсемпе кăткăс ыйтусене сỹтсе яватăн тата ытти те.

- Хатĕрленнĕ вăхăтра е конкурсра йывăрлăхсем пулчĕç-и?

- Унсăрăн мар ĕнтĕ. Н. Андреева шкул директорĕн çỹллĕ шайри методика сĕнĕвĕсем питĕ пулăшрĕç. Вăл мана "утса çỹрекен энциклопеди" пекех туйăнать. Кирек хăçан та Н. Кошкина истори учителĕ те пулăшу пама хатĕр. Çывăх юлташсем, туслă шкул коллективĕ ĕçпе тата сăмахпа пулăшрĕç.

Наталия Леонидовна - кĕçĕн классене вĕрентекен. Анлă тавра-курăмлă, опытлă ĕçтеш республика шайĕнче иртекен "Чи лайăх класс ертỹçи-2022" конкурса хутшăнма тивĕçнĕскер.

- Çак конкурса хутшăнма сире мĕн хистерĕ?

- 4 класс ертỹçи пулнă май тата ачасен çитĕнĕвĕсене кура шухăш çуралчĕ. Мана вĕсен спортри, вĕренỹри, творчествăри хастарлăхĕ хавхалантарчĕ.

- Конкурсра чи асра юлнă самантсем пур-и?

- Пур. Ачасемпе калаçу ирттерни. Эпир "туслăх" çинчен сăмах пуçартăмăр. Хăш-пĕр ачасен хуравĕсем чăнах та витĕмлĕ, тарăн шухăшлă пулни тĕлĕнтерчĕ. Туслăхра вăй пулнине çирĕплетрĕмĕр. Ашшĕ-амăш пухăвĕнче паянхи кунпа çыхăннă темăна сỹтсе яврăмăр. Кĕсье телефонĕн сиенĕ çинче чарăнса тăтăмăр. Дискусси саманчĕ тыткăнларĕ. Çаксем пурте асра юлчĕç.

- Класс ертỹçин мĕнле пулмалла?

- Анлă тавра-курăмлă пулмалла. Ачасемпе пĕр чĕлхе тупма пĕлмелле. Ашшĕ-амăшĕпе тачă çыхăнса ĕçлемелле.

- Çамрăк ăрăва патриотла воспитани парса ỹстересси шкул умĕнче тăракан тĕп тĕллевсенчен пĕри. Эсир класра çак ĕçе мĕнлерех йĕркелетĕр ?

 - Тăван çĕршыва юратма мĕн пĕчĕкрен вĕрентсе пырас пулать Хальхи вăхăтра ачасенче тăван халăха юратас, унпа мухтанас, историе хисеплес туйăмсене аталантарса пымалла. Ку тĕлĕшпе, паллах, шкулта, класра пысăк ĕçсем туса ирттеретпĕр.

- Ашшĕ-амăшне явăçтаратăр-и?

- Маттур та харсăр ашшĕ-амăшĕ нумай. Вĕсем пире пулăшма яланах хатĕр. Тачă çыхăнса, пĕр-пĕринпе канашласа ĕçлетпĕр. Ачасене канма, аталанма, вĕренме условисем тума тăрăшатпăр.

- Юлашкинчен çакна ыйтас килет: конкурс сире аталанма пулăшрĕ -и?

- Паллах. Кун пек конкурссем малалла ĕçлеме хавхалану кỹреççĕ. Ĕçе тулли кăмăлпа пурнăçласан тĕшши пулатех. Коллективри туслă вĕрентекенсен пулăшăвĕ хавхалантарса пычĕ мана.

Алина Александровна - педагог-психолог. Тỹрĕ кăмăллă тата пурне те пулăшма хатĕр çын.

- Мĕншĕн психолог профессине алла илтĕр?

 Çакă ачаран вулама юратнипе çыхăннă пуль. Аслă классенче литература нумай шĕкĕлчеттĕм.

Педагог-психологăн аслипе те, кĕçĕннипе те пĕр чĕлхе тупмалла. Çыннăн тулти тата шалти туйăмĕсене хаклама пĕлмелле. Итлеме, илтме пултарсан психолог ачасемпе пĕр чĕлхе тупрĕ тесе калас килет

- Сирĕн ĕçре йывăрлăхсем пулаççĕ-и? Вĕсене çĕнтерме мĕн пулăшать?

-Эпĕ ачасемпе, педагогсемпе тата ашшĕ-амăшĕпе ĕçлетĕп. Сиксе тухнă йывăрлăхсене пĕрле сỹтсе явса татса пама тăрăшатпăр. Пĕр шухăшлă пулса калаçу йĕркелетпĕр. Юлашки вăхăтра хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕн тимлĕхĕ ачисем патне çитменнине кура тĕрлĕ кăлтăк сиксе тухать. Воспитани парасси - пĕрлехи ĕç. Çавăнпа ĕçе пĕр тĕвĕре туса пыма тăрăшмалла.

О. КАЛЛИНА калаçнă

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика