Пирĕн урам тăвалла

Категория: Публикации Опубликовано: 19.04.2022, 09:58 Просмотров: 569

 Ферма умĕнче тарăнах мар пĕве пурччĕ. Унта ял-йыш хур-кăвакалĕ киленетчĕ. Эпир те чăмпăлтатма каяттăмăр. Киле туйăн сийлĕ Килеттĕмĕр. Ферма çыннисем вĕт-шак.ăра питех илентересшĕн те пулман пуль.

 Ферма тенĕрен, çуркунне эпир кунти кĕпер айĕнчен шыв хăватлă сиксе юхнине пăхма каяттăмăр. Тĕлĕнмелле, куç умĕнче çут çанталăкăн асамлă вăйĕ алхасать. Тавраран капланса килнĕ шывран пĕве хăвăрт хăтăласшăн. Шыв пĕверен кĕпер айĕпе бетон картлашкаран юхса анса хăйĕн вăйне малалла тапать, сывлăша сирпĕнет.

Çак вăй пĕррехинче Вова Ядуркиншăн тỹнтерле килсе тухрĕ. Вовăна ашшĕ моряк карттусĕ илсе панă пулнă. Ача ĕнтĕ шыв алхаснине пăхма çĕнĕ карттуспа пынă. Çурхи çил пĕрре хытă кăна вĕрнĕ те пуç çинчи карттусне юхакан шыва илсе пăрахнă. Вова: "Тете, тете, карттуса шыва чăмса ил-ха, эс ишме пĕлетĕн вĕт!" - тет. Паллах, вырăнтан никам та хускалмасть. Каялла хăпарнă чухне илтетпĕр, Вова темле юрă ĕнĕрлесе пырать. Лайăхрах итлерĕмĕр те, ача: "Моряк карттусĕ пурччĕ манăн, шыв юхтарса кайрĕ ăна!" - тесе юрласа пырать.

Тепĕртакран Вова çумне Боцман ят çилĕм пекех çыпăçрĕ. Халĕ те ырăпа аса илнĕ чухне никама та мар. Боцмана аса илетпĕр. Вăл, шельмă, пултаруллă ачаччĕ. Унра авантюризм тени туллиехчĕ. Пĕррехинче пирĕн яла гипнотизер-иллюзионист килнĕ те клубра çынсене ахаль ăспа ăнланма çук кулăшла тĕрлĕ ĕç тутарнă. Çавăн хыççăн ял вĕлле пек кĕрлесе тăчĕ. Иккен, Вова гипноз тума пĕлетĕп тесе пĕлтернĕ. Нумайăшĕ чăннипех ĕненнĕ те çĕнĕ гипнотизер патне сеанса пыма тытăннă.

Вова-Боцман çар хĕсметне Германире ирттерчĕ. Кĕске вăхăтра киле икĕ хут отпуска килсе кайрĕ. Салтакран килсен пĕр вăхăт милици органĕнче ĕçлерĕ. Тĕрлĕ пăтăрмаха пула Вовăн унтан кайма тиврĕ. Шел, кайран вăл хăйне упрамарĕ, çамрăклах çĕре кĕчĕ.

Çĕре кĕчĕ тенĕрен, çутă тĕнчерен çамрăклах Çеçпĕл Çерушĕ, Çăпăртта Коли, Венюк Исаев уйрăлса кайрĕç: Венюк çемйипех - сĕрĕм тивсе, Сергей - хăйĕн сывлăхне упрама пĕлмесĕр, Коля - Кавказ вăрçи хыççăн мирлĕ пурнăç тутине ăша хывса киленме пултараймасăр. Вăт çакăн пек темиçе çухату пулчĕ пирĕн кас ачисемпе.

Çуркуннепе кĕркунне урам акăш-макăш пылчăклă пулатчĕ, машинăсем вĕçĕмсĕр çỹресе тарăн шырлансем тăватчĕç. Пĕррехинче çăрăлчăка пула эпĕ те пĕр мыскарана лекрĕм. Пирĕн таврара виçĕ Библиотекăччĕ: шкул библиотеки, Нăрваш Шăхаль ял библиотеки тата Вăрманхĕрри Шăхаль ял библиотеки. Вĕсене эпĕ черетпе кĕнеке илме çỹреттĕм. Мăн кун уявĕн эрнинче хайхи Вăрманхĕрри ял библиотекине кайрăм. Сеткăна пĕр вунă-вун икĕ кĕнеке суйласа чикрĕм те пылчăк çăрса килелле асăрханса утатăп. Киле çитсе пынă май тимлĕхе çухатрăм пулĕ - шырлан урлă каçнă май ура яр шуса кайрĕ те, мăн кун ĕретне кайма тухнă çынсем умĕнчех шеплетсе ỹкрĕм. Хам та пылчăк ăшĕнче, кĕнекесем те вараланнă. Çавăн пекех çитрĕм киле. Анне ỹпкелесе илчĕ те, хăйех хама таса тум улăштарса тăхăнма, кĕнекесене те сăн кĕртме пулăшрĕ. Паллах, пылчăк тĕсĕ пуçĕпех каймарĕ. Çавăнпа кайран кĕнекесене библиотекарь каялла аран йышăнчĕ вĕт.

Хуть те мĕнле пулсан та эпир пĕрмаях выляттăмăр, ашкăнасси те пулатчĕ, çапах вăхăта кас-кас усăллă та ирттереттĕмĕр.

 Ачалăх вăхăчĕ асамлă, телейлĕ иртсе кайрĕ. Ачалăхри çывăх юлташсенчен халĕ ĕнтĕ никам та çук. Пирĕн ушкăна Юркка Крылов ертсе пыратчĕ. Вăл юмах çаптарма ăстаччĕ. Пирĕнтен пĕр-икĕ çул аслăччĕ. Ним çукранах пĕр-пĕр интереслĕ шỹт шутласа тупса вăрăммăн каласа пама пултаратчĕ. Эпир вара çăвар карсах итлеттĕмĕр. Каярахпа Крыловсем çемйипех Çĕнĕ касран Аял касса куçса кайрĕç. Унчченхи халапçă Юрккапа (халĕ вăл Юрий Иванович ĕнтĕ) хăш чухне тĕл пулса калаçкалатпăр та - ĕлĕкхилле шỹтлĕ-пỹтлĕ пуплеме юратмасть.

 Яш-кĕрĕм шутне кĕрсен эпир хамăр ушкăнпа пĕр-икĕ кунлăха вăрмана кайса килме шут тытрăмăр, анчах икĕ çул ĕмĕт пурнăçланаймарĕ-ха. Пирĕн шухăша пĕлсен аслисем ниепле те ярасшăн пулмарĕç. Каярахпа çапах та аслисенчен вăрттăн эпир Май уявĕ тĕлне вăрмана тартăмăр-тартăмăрах. Апат хатĕрлесе кутамккана чикрĕмĕр, шалаш тумалли хатĕрсем илсе асамлă вăрмана çитсе ỹкрĕмĕр. Çанталăк пит ăшах мар. Ỹплене аран- аран туса лартрăмăр та, апат пĕçеркелерĕмĕр те - каç та пулчĕ. Хайхискерсем калаçса ларатпăр, ял çинчи тĕрлĕ хавха çинчен, тухатмăшсемпе арçурисем çинчен, тĕрлĕ халап-юмах яратпăр, шỹт-кулăш аса илетпĕр. Сăмах ак пине те çитрĕ. Самаях ларса пире каçхи вăрман сасси шиклентере пуçларĕ. Çывăрас та килет. Çĕр - тỹшек мар, хытă иккен - йĕркеллĕ çывăраймарăмăр. Ирхинене пирĕн романтика кăвак тĕтре пекех сирĕлчĕ… Çĕр каçа шăнса ĕнтĕркенĕскерсем, киле таврăнма шутларăмăр. Çав каç портатив радиопа эпир Чернобыльте хăрушă авари пулнине пĕлтĕмĕр …

Кенук. Çапла чĕнеттĕмĕр Мулендеев Генăна. Унпа эпир пĕр кунта, пĕр çулта çуралнă. Вунă çул пĕр класра вĕрентĕмĕр. Халĕ те çывăх юлташсем, пĕр-пĕринпе хутшăнсах тăратпăр. Гена - пирĕн ушкăнран тухнă пĕртен-пĕр усламçă. Ăнăçлă предприниматель. …

Пĕрре Кенукпа çунашкапа ярăнма кайрăмăр. Тепле майпа эпĕ ярăнса анса кайрăм та çырма тĕпне çитсен пĕтĕрĕнсе ỹксе урана хуçрăм. Кенук мана хăйĕн çунашки çине хурса аран-аран çырмаран илсе хăпартрĕ те пĕчĕк пахча карти патне илсе çитерме пултарчĕ. Карта урлă каçарма вăйĕ çитмерĕ юлташăн. Кенукăн аннене чĕнсе килме тиврĕ. Вара мана больницăна илсе кайрĕç. Çак ĕç чăн-чăн юлташ, чăн-чăн юлташлăх мĕн иккенне уççăн кăтартать. Тепĕртакран хуçăк ура мыскари малалла тăсăлчĕ. Гипспа хытарнă хыççăн утайман урапа килте ларса йăлăхтарчĕ мана, шкула каяс киле пуçларĕ. Юлташсем çунапа шкула илсе çỹреме килĕшрĕç. Энтри тете костыль ăсталаса пачĕ. Вара Кенук, Куля, Çеруш черетпе мана кашни кун шкула çунапа туртса илсе каятчĕç, киле каялла илсе çитеретчĕç. Тем вăхăт иртсен пĕрре Кенукăн черет кунĕччĕ. Чăваш чĕлхи урокĕнче Альбина Ивановнăна эпĕ выляса ларни килĕшмерĕ пулмалла - ман енне хаяррăн пыма тытăнчĕ. Эпĕ костыле ярса илтĕм те класран тухса тартăм. Учитель - ман хыççăн. Урамра хăваласа çитейменнине ăнланчĕ пулас та уринчи кăçаттине хывса илсе мана çурăмран персе лектерчĕ. Кулăшла пек халĕ. Ун чухне учитель çилли, паллах, шиклентернĕ. Çавăн хыççăн Кенук: "Эсĕ костыльпе чупса тарма пултартăн пулсан, эппин, шкула çỹреме те пултаратăн", - терĕ. Çак пăтăрмах хыççăн шкула хам тĕллĕнех çỹреме пуçларăм.

Кỹршĕре Елюк аппа пурăнатчĕ. Унăн икĕ ывăлччĕ. Вĕсен ашшĕсем расначчĕ. Елюк аппан кĕçĕн ывăлĕ Коля ятлăччĕ. Тĕлĕнсе каймалла хăйне евĕрлĕ çын темелле ăна, çỹллĕ те çирĕп кĕлеткеллĕ, тикĕт сĕрнĕ евĕр хура та кăтра, вăрăм çỹçлĕскер, куçĕ - хура шăрçа пек. Сăн-сăпачĕ пĕр-пĕр Кавказ çыннинни пекех ĕнтĕ. Çавăнпа Коля ял тăрăхĕнче Чикан ятпа çỹретчĕ. Юнĕ вĕресе тăратчĕ Чиканăн. Характерĕ хĕллехи хаяр çил-тăман манерлĕччĕ. Шкул пĕтерсенех Коля ялтан тухса кайрĕ. Лăпкă чăваш ялĕн пурнăçĕ вĕри юнлă çыншăн пулман иккен. Хăй каласа панă тăрăх, Кольăна пĕрре Шупашкарта вокзал çумĕнче вырăнти шпанасем хупăрласа илеççĕ те укçа ыйтаççĕ. Вара Чикан акцентпа: "Кам çине тăрăнатăр. Çухалăр - халех хамăрăн табора илсе килетĕп!" - тесе хăратать. Ĕненеççĕ Шупашкар çатăрккисем, пăрăнса утаççĕ.

Пĕр хĕрĕх çула яхăн иртсен Коля тахăш хуларан пурăнакан вырăна таврăннă чухне, çула май, яла килсе каять. Чи малтан манăн атте патне кĕрет. Ыталаса илсе Николай Алексеевича çапла сăмахсем калать:

- Коля тете, хисеплĕ çыннăм, пĕрре, ас тăватăн-и, эпĕ Светлана аппан çакăнса тăракан пальто кĕсйинчен укçа вăрланăччĕ? Выçă ачашăн кĕсьери укçа мĕскер вăл - савăнăç. Ют укçа пулсан та. Эпĕ вара тỹрех лавккана кайса канĕхвет тавраш илсе хырăма савăнтартăм. Эсĕ, Коля тете, лавккана каярах кайса унта сутуçăран эпĕ пыни пирки ыйтса пĕлнĕ. Кайран мана эсĕ аннене пĕлтермесĕр урама тухма ыйтрăн. "Коля, эсĕ çын укçине, япалине - хуть те мĕне те нихăçан та ан ил. Çылăха ан кĕр. Енчен те эсĕ манран укçа ыйтнă пулсан эпĕ сана хамах панă пулăттăм. Урăх нихăçан та ун пек ан хăтлан", - терĕн лăпкă сасăпа, пĕр тан арçынпа калаçнă пек манпа пуплерĕн.

Анне мана ялан кăшкăрса вăрçатчĕ, ялан хĕнетчĕ. Çавăнпа çакна санран та кĕтрĕм. Эсĕ вара мана хисеплерĕн, арçын вырăнне хутăн. Тав сана çавăншăн, Коля тете, çак пăтăрмах хыççăн, пĕлетĕн-и, нихăçан та никамăнне те нимĕн те ыйтмасăр илместĕп. Çавăнпа сан пата эпĕ килне килсех тав сăмахĕ калас терĕм

. Çак историе атте мана савăнса, пăшăрханса каласа пачĕ:

- Эппин, манăн пурнăç ахаль иртмен, - терĕ.

 Кулăш темине малалла тăсса хамăртан чылай аслă Кашкăр Алюш ашкăнлăхне аса илни те ытлашши пулмĕ. Кирпĕчрен çуртсем хăпартма тытăниччен чăвашсем йывăç пỹртсем лартнă. Вĕсем никĕсĕсем çуккипе пит çỹллĕ пỹртсемех пулман. Манăн атте калашле, чỹречене уçса ярсан, урампа иртекен çынна алă тытса сывлăх сунма пултарнă. Тарье аппа, ватă çын, çулла чỹрече уçса пăхса ларма юратнă. Урамра чупса çỹрекен ачасене тимлесе тăнă. Алюша Тарье аппа темпе кỹрентернĕ пулнă ĕнтĕ. Ачан тавăрас кăмăл сĕвĕрĕлмен курăнать. Пĕррехинче пăхать, Тарье аппа каллех хăйĕн чỹречине уçса ларать. Алюшăн пуçĕнче каварлă шухăш çуралать. Ун чухне çумăр чылай вăхăт çумасан урам хушшинче тусан шит хулăнăш пулса каятчĕ. Çавăнпа усă курса Алюш икĕ ывăç тусан илет те, вăрттăн йăпшăнса пырса уçă чỹречерен урамалла тинкерсе ларакан Тарье аппана питрен сапать. Çакăн хыççăн çилĕллĕ Тарье аппа мĕнле сăмахсем каласа вăрçнине калама та кирлĕ мар. Çакăнтан вара ватă çын урамалла кантăк витĕр пăхса киленме пуçланă. Кашкăр Алюшĕ каланă тăрăх, чỹрече витĕр Тарье аппан "ырă" сăмахĕсем питех илтĕнмен, ача-пăчан ирĕккĕнех ашкăнма май пулнă.

Маларах çырнăччĕ, çемьесенче тĕрлĕ вăхăтри ачасем йышлă пулнă тесе. Çамрăк хĕрсем те чылайччĕ. Вĕсем ăшă çу каçĕсенче пуçтарăнса пĕр-пĕр касра вăйă выляса савăнăçлăн вăхăт ирттеретчĕç. Пире, вĕтĕ ача-пăчана, çак çамрăксен вăййи питă кăсăклантаратчĕ, анчах пирĕн пек шĕвĕрккесене аслисем хăйсен ушкăнне яхăнне те ямастчĕç. Пĕрре эпир Боцманпа çамрăксем Шайман Санюк тетесем умĕнчи хурăн айĕнче пуçтарăннине пĕлтĕмĕр. Çакăн хыççăн Боцмана эпĕ аялта çамрăксем мĕн калаçнине хурăн çине хăпарса ларса итлеме сĕнтĕм. Боцман килĕшрĕ. Каç пулсан аппаланкаласа хурăн çине хăпарса лартăмăр. Пĕр çур сехетрен Боцман йăлăхрĕ пулас ларса, ывăнтăм тесе пăрахса кайрĕ. Эпĕ юлтăм. Çамрăксем пуçтарăнса алхасма пуçларĕç, купăс каласа юрлаççĕ, хĕрсемпе каччăсем пĕр-пĕрне тĕрткелесе, çупăрласа илеççĕ, хĕрĕсем яшсене чышкалаççĕ. Эпĕ итлесе ларатăп, йăлăхтарса та çитерчĕ. Анса каяс - çамрăксем патакласран хăратăп. Çывăрма вăхăт çитрĕ пуль - анаслама пуçларăм. Хам тĕллĕн шутлатăп: "Ним кăсăкки те çук. Мĕн тума килтĕм эпĕ кунта?". Унччен те пулмарĕ, атте сасси илтĕнчĕ. Çывăхарах пычĕ те: "Ман ачана курман-и эсир?" - терĕ. "Вăн çỹлте анасласа ларать", - тесе ман çине пỹрнепе тĕллесе кăтартрĕç. Атте анма ыйтрĕ. Йывăç çинчен сиксе ансан кайран тин пĕçĕ пĕçернине туйса илтĕм, уксахласа утрăм. Çамрăксем ниçта кайса кĕме çук кулса юлчĕç. Çак путише курнă çамрăксем кайран та самаях манран тăрăхласа пурăнчĕç. Турра шĕкĕр, хулă йĕрĕсем те нумаях пымарĕç, çухалчĕç. Атте вара нимĕн те каламарĕ.

Эпир нумайăнччĕ. Çухату та сахал пулмарĕ. Пурнăç çынна харпăр хăйĕн характерне тата тăрăшулăхне кура тивĕçлĕ картлашка çине лартса пырать. Кам çỹле вырнаçать, кам - аяла. Хамăр кас ачисен - пĕр ỹсĕмри Николай Раськинăн, Гена Мулендеевăн, кĕçĕнрех Илья Ядуркинăн çитĕнĕвĕсем савăнтараççĕ. Тытма пĕлсен телей кайăкĕ пурин валли те пур.

Чăваш халăхĕ уявсенче: "Пирĕн урам анаталла", - тесе юрлать. Урамĕ анаталла пулĕ-ха, анчах анаталла уттарсан пĕр-пĕр çырмана та чăмма пулать. Çавăнпа та: "Тăвалалла пулсан та малаллах", - тесе тĕллевлĕ утнине нимех те çитмест

Юрий ИСАЕВ

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика