Тĕрĕ тĕрлесе кăмăлне уçать

Категория: Публикации Опубликовано: 19.04.2022, 09:58 Просмотров: 552

Ялта пурăнакан хĕрарăмăн ĕçĕ çителĕклех. Халь унчченхи пек кăмака хутса, çăкăр пĕçерсе нушаланмаççĕ пулсан та кĕрĕк арки çеç йăваласа лармаççĕ. Чылайăшĕ пушă вăхăт тупăнсанах алă ĕç тума ларать. Юлашки вăхăтра алмаз тĕррипе кăсăкланакансем нумайланчĕç. Тĕрĕ тĕрлекенсем те, çыхакансем те йышлă. Хамăр алăпа ăсталанă картинăсем çурта хăйне майлă хăтлăх кĕртнĕн, çыхнă алса-чăлха, кофта лавккаринчен чылай ăшăраххăн туйăнать. Тен, çаплах та пуль, мĕншĕн тесен вĕсене юратса, чунпа хатĕрлетĕн. Вăрманхĕрри Шăхалĕнче 1955 çулта çуралнă Н. Раськина (сăн ỹкерчĕкре) вара бисертан тĕрлĕ япала ăсталаса кăмăлне уçать. Вăл хатĕрленĕ тухьяна, хушпăва, масмака тытса пăхмасăр ниепле те иртсе каяймастăн.

- Пĕчĕк чухне мана анне ялан алă ĕç тума вĕрентессишĕн тăрăшатчĕ. Ачапча чухне пĕр вырăнта питех ларас килмест-çке, çавăнпа йĕппе çип тытсах кайман. Хĕр шутне кĕре пуçласан тĕрĕ тĕрленĕ. Пурнăç вара çĕлеме те, çыхма та хăнăхтарчĕ, - тет Надежда Васильевна. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсем чылайăшĕн асĕнче çуклăхпа, шалу уйăхĕ-уйăхĕпе паманнипе, лавккари сентресем пушшипе асра тăрса юлнă.

Шăпах çав вăхăтра Н. Раськина çемйипех Шупашкарта пурăннă, çамрăк хĕрарăм алă-ура çавăрма укçа кăштах та пулин ĕçлесе илес тесе çĕвĕçсен курсне вĕренме кĕнĕ. Çĕвĕ машинине те уйăхсерен тỹлесе татмалли мелпе туяннă. Пĕлĕвĕпе усă курса Надежда Васильевна заказпа юбкăсем, халатсем, шкултан вĕренсе тухакан хĕрсем валли илемлĕ кĕпесем касса çĕлеме пикеннĕ. Хĕрĕпе ывăлĕ те амăшĕ ăсталанă тумпа çỹренĕ. Çавăн пекех ĕçрен пушансанах çипрен те кофта, шăлавар ачисем, сутлăх валли çыхнă. Çапла пурнăçа сыпăнтарса пыма тăрăшнă.

 Ĕмĕр ĕмĕрлесси - уй урлă каçасси мар, теççĕ ваттисем. Унта савăнăçĕ те, хуйхи те юнашарах çỹреççĕ. Надежда Васильевнăн та тем те курма тивнĕ. Çамрăклах вăл мăшăрĕсĕр тăрса юлнă. Шăпа ăна 40 çулта чухне тăван тăрăха каялла çавăрса килнĕ. Вăл кунта ачаллă арçынпа тепĕр хут çемье çавăрнă. Арăмĕ пепкине çуратнă чухне вилнĕ пулнă. Çулталăк та 8 уйăхри Таньăшăн Н. Раськина амăшĕ пулса тăнă.

- Килте пĕчĕк ача пулсан алă ĕç тума йывăртарах çав, тимлĕх ытларах ăна уйăрма тивет. Çав вăхăтра çыхман та, çĕлемен те тесен те йăнăш мар. Паян Таня хăй те анне. Ирина хĕрĕмпе Сергей ывăл та мăшăрланса ача-пăчаллă пулнă. Сăмах май, Сергей кукашшĕ пекех йывăçпа ĕçлеме ăста, - тет хăйĕн пурнăçĕпе паллаштарса Н. Раськина.

Тĕрлĕ ĕçре вăй хурса тивĕçлĕ канăва тухнă Вăрманхĕрри Шăхаль хĕрĕ, пенсире те ахаль ларас мар тесе ялти библиотекăна тирпейлỹçе вырнаçнă. Кунта тăрăшакансем Надежда Васильевнăн бисерпа тĕрлĕ япала ăсталама вĕренес килнине пĕлнĕ хыççăн ăна ятарлă курса вĕренме янă. Шупашкарта Зинаида Воронова патĕнче ăсталăха алла илнĕ. Çакна çирĕплетекен сертификат та пур.

- Эпĕ бисерпа малтан пĕрре те ĕçлесе курман, анчах вĕренес ĕмĕт питĕ пысăкчĕ. Пĕрремĕш хут кайсан канвине çыхма, иккĕмĕшĕнче тĕрлĕ эреш тума хăнăхрăм. Виççĕмĕшĕнче чăваш тĕррине тĕрлеттерчĕç. Паян бисерпа юратса ĕçлетĕп. Маларах çур çĕрччен те лараттăм тухья-хушпу туса, халь куç ывăнать çав. Юлашки вăхăтра пуканесене чăваш тумне тăхăнтартма пуçларăм, - тет калаçăва тăсса Н. Раськина. Вăл Надежда Замкова ертсе пыракан Патăрьел районĕнчи ал ĕç ăстисен пĕрлешĕвĕнче те тăрать, кунта пуçа тăхăнмалли хатĕрсене ăсталакан пек паллă.

Надежда Васильевнăн сасси те уçă та янăравлă. Вăл Вăрманхĕрри Шăхалĕнче Василий Эриванов ертсе пыракан "Вăрман ен" ушкăна юрлама çỹренĕ. Каярах Светлана Фролова пуçарнă ушкăнпа сцена çине час-часах тухнă. Ираида Вдовина ячĕпе йĕркелекен конкурса Галина Айкинăпа пĕрле хутшăнса лауреат ятне тивĕçнĕ.

 О. ПАВЛОВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика