Ытти чухне аванах шавласа та кĕрлесе тăракан Юхма пасарĕнче эрнекун, апрелĕн 15-мĕшĕнче, кĕпе-йĕм, атă-пушмак сутакан предпринимательсем те, туянакансем те шутлă кăначчĕ. Апат-çимĕç вырнаçтарнă сентресем кăна туллиехчĕ, çынсем те унта нумайччĕ: пĕрисем - пулă, теприсем - сыр, виççĕмĕшсем пан улми тата ыттине те туянатчĕç. Шăнтнă пĕр килограмм скумбри хальхи вăхăтра 250 тенкĕ, пикша - 300, мойва 200 тенкĕ тăрать. Тăварланă скумбрие (пуçсăрри) - 450, тĕтĕмленине - 550, селедкăна 300 тенкĕпе илме май пур.
Тухтăрсем ирхине услам çу çиме хушаççĕ. Вĕсен сĕнĕвне шута илсен ăна кулленех усă курмалла. Паян çак продукта 220-650 тенкĕпе сутаççĕ, хакĕ пахалăхĕнчен килет. Сыр пирки те йỹнĕ апат теме çук, сĕте улăштаракан япаласенчен туманнин пĕр килограмне 780 тенкĕпе сутаççĕ. Помидоршăн - 140-200, хăяршăн - 130-150, пылак пăрăçшăн 350 тенкĕ кăларса хума тивет.
Купăста хакĕ те тĕлĕнтерет: ытти çулсенче çуркунне пĕр килограмне 30-40 тенкĕпе туянма пулатчĕ, кăçал вара 100 тенкĕрен те иртсе кайрĕ. Хальхи вăхăтра çĕнĕ тухăçăн пĕр килограмĕ 90 тенкĕ тăрать.
Паян пасарта та, лавкка сентрисем çинче те тем те пур, укçа кăна кирлĕ. Шăрпăк курупкинчен те пысăкрах хĕп-хĕрлĕ çĕр çырлисем куçа таçтанах илĕртеççĕ. Тутанса пăхас тесен пĕр килограмĕшĕн 800 тенкĕ тỹлемелле.
Сахăр песукĕ пирки уйрăм калаçу пуçарма тивет. Унăн хакĕ мĕншĕн çавăн пек ỹссе кайнине кам та пулин ăнлантараять-ши? Март вĕçĕнче вăл уйрăмах тĕлĕнтерчĕ. Каçхине пĕр михĕ (50 килограмм) пылак продукцие 3500 тенкĕпе сутнă пулсан тепĕр ирхине уншăн 3600, кăнтăрла 3700 тенкĕ ыйтнă. Тăватă пин тенкĕрен иртнĕ тĕслĕхсем пулнине те калаççĕ. Халăх туяннине кура предпринимательсем тавара хăмпă хăпартнă пекех хăпартрĕç. Паян 3750 тенкĕпе сутаççĕ. Иртнĕ çулхи ноябрь уйăхĕнче кăна 2350 тенкĕ пулнă. Ун чухне те вăл хакланнăччĕ.
Çĕр улми пулсан пурăнатпăр, тетпĕр. Кĕрпесем те хакланнине шута илсен "иккĕмĕш çăкăрпа" ытларах усă курмалла. Хура тулăн 5 килограмĕ - 630, рисăн пилĕк килограмĕ - 550-600 тенке çитнĕ. Пысăк пахалăхлă пĕр михĕ çăнăха (50 кг) - 1500, тырă хывăхне (отруби) 700 тенкĕпе туянма май пур. Пилĕк литрлă тип çушăн 700 тенкĕ тăкаклама тивнине шута илсен малашне апат пĕçерме выльăх çăвĕ те кирлĕ пулать.
Япала çумалли порошоксен хакĕсем март уйăхĕнче 16,4 процент, ача подгузникĕсем - 17,5, хуçалăх супăнĕ - 13,1, шăл пасти 12,6 процент ỹснĕ. Йăлари техника та курăмлах хакланн
О. ПАВЛОВ
Ноябрь 2024 |