Çур аки вăраха тăсăлнисем пулнă-ха, анчах кăçалхи пеккине ял хуçалăхĕнче чылай çул ĕçлесе тивĕçлĕ канăва кайнисем те ас тумаççĕ. Çумăр çусах тăнăран хире техника кĕреймен вырăнсем паян та пур, çавăнпах ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсенче маларах мĕн акма-лартма палăртнисене те улăштарма тиврĕ. Тулла пулса çитме кун ытларах кирлипе çĕр каярах пиçнĕ лаптăксене урпа акрĕç, çĕр улми лартрĕç, хура пусă пек хăварчĕç... Çут çанталăк хăй тỹрлетỹсем кĕртрĕ.
Çакна июнĕн 7-мĕшĕнче районта иртнĕ уй-хир тĕрĕслевне хутшăннисем те хăйсен куçĕпе курса ĕненчĕç. Кăçал ăна ытти çулхинчен урăхларах йĕркелерĕç. Комисси членĕсем - район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Виктор Львов тата çак пайри Светлана Моисеева тĕп специалист-эксперт, патшалăх техника надзорĕн районти уйрăмĕн начальникĕ Илья Васильев, "Россельхозцентр" учрежденин Патăрьелĕнчи филиалĕн начальникĕ Олег Глухов, АПК ветеранĕсен районти канашĕн председателĕ Минегали Хафизов, Иван Киргизов, Петр Самакин, Рифкать Якушев, Сильвестр Шалтынов АПК ветеранĕсем - хирсене пăхса çỹрерĕç, ял тăрăх пуçлăхĕсем, ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсен ертỹçисем, агрономсемпе инженерсем вырăнта, хăйсен территорийĕнче кĕтсе илчĕç.
Пĕрремĕш чарăну Шăнкăртамра, Ферид Чабатов фермер хирĕнче пулчĕ. Çурхи тулă ярăнса кăна ỹсет. Пăхсассăн куç савăнать. Çак вырăна 3-4 çул çеç усă курма пикеннине, маларах 15 çултан кая мар сухаланмасăр выртнине, хыт-хура ỹснине ĕнентерекенни нимĕн те тăрса юлман. Сăмах май, районта акăнман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртмелли лаптăксем çуллен сахалланса та сахалланса пыраççĕ. Первомайски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владимир Федоров та ял тăрăхĕн пурнăçĕпе кĕскен паллаштарнă чухне çакнах палăртрĕ. Хальхи вăхăтра "Малалла" тата "Первомайск" хуçалăхсен никĕсĕ çинче "Куснар" çĕр ĕç фирми тăрăшать. 1940 гектар çĕрпе туллин тата пахалăхлă усă кураççĕ. Хирсем таса. Пур культурăна та удобрени хывса акнă. Технологие пăхăнса ĕçлени те, техника паркне çĕнетни те сисĕнет. "Труд" хуçалăх пирки те çакнах каламалла.
"Кзыл Камыш" çĕр ĕç фирмин виççĕмĕш уйĕнче урпан "эльф" сортне акнă. Вăл аванах шăтса тухнă, анчах тăпра нỹрлипе пĕр лаптăка халĕ те кĕреймеççĕ. Çĕньялти Валерий Паймулкин фермерăн 140 гектар çĕр, унта вăл ывăлĕсемпе пĕрле вăй-халне шеллемесĕр вăй хурать. Иртнĕ çул та, кăçал та вăл усă куракан анасем пурин кăмăлне те кайрĕç.
- Техникăна çĕнетсе пыратпăр, удобренисем вăй çитнĕ таран туянатпăр, - тет вăл хуçалăхĕпе паллаштарнă май. Вырăнти халăх та фермер ĕçĕпе кăмăллă. Çĕнĕ Ахпỹртри Евгений Мартышкин фермертан та ыттисен тĕслĕх илмелли пур. Евгений Михайлович çĕрпе ячĕшĕн кăна вăй хумасть. Акана вăраха тăсас мар тата кунсем хĕвеллĕ тăнă чухне кашни сехетпе туллин усă курас тесе кивĕрех техникăна та хире кăларнă.
Фермерсем пусă çаврăнăшне çĕнĕ культурăсем кĕртме пуçларĕç. Анат Туçари Валерий Кузнецов фермер хуçалăхĕ вăрлăх сухан туса илнипе районта палăрса тăратчĕ. Кăçал пĕрремĕш çул купăста ỹстерме йышăннă, 10 гектарта 5шне лартнă. Паян-ыран ĕçе вĕçлемелле. Валерий Леонидович январь уйăхĕнчех Куславккасемпе калчасем туянма килĕшỹ тунине пĕлтерчĕ. Çĕр улмипе хĕрлĕ чĕкĕнтĕр те сутлăх çитĕнтереççĕ.
Решит Санзяпов, Людмила Краснова, Александр Петров фермерсене те лайăх енчен кăна асăнас килет. Çĕре вĕсем чунпа туяççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ йывăçсене кăкласа, хыт-хурана пĕтерсе хирсене акма юрăхлă тунă.
Турхан, Çĕньял, Шăхач ял тăрăхĕсем чикĕленекен вырăнта та чарăну пулчĕ. "Хастар" тата "Мир" хуçалăхсен ертỹçисем Валерий Косойкинпа Яков Селиверстов сăмах илчĕç. Хуçалăха тивĕçекен кашни гектарпа туллин усă курма, çавăн пекех пĕрчĕллĕ культурăсен вăрлăхĕсене çĕнетме тăрăшнине каларĕç.
Пăлапуç Пашьелĕнчи Сергей Чаданов фермер комисси членĕсене нумай çул ỹсекен курăк анинче кĕтсе илчĕ. Вăл нỹр çителĕклĕ пулнăран аванах çитĕнет. Хуçалăх выльăх тытманран унран утă хатĕрлесе сутаççĕ. Çывăхри ялта пурăнакансем те, ютран та килсе илеççĕ-мĕн.
Кĕрхисене пĕлтĕр кĕл çине тенĕ пек акса хăварчĕç, апла пулсан та вĕсем лайăх хĕл каçнă. С. Халитова фермер хуçалăхĕнче кĕрхи туллăн "Зимница" сортне никĕсе хывнă. Тытман упа тирне сỹме хушман-ха та ваттисем, анчах аслă çулти агрономсем пучахсем тулнă чухне çанталăк шăрăх тăмасан тухăç пĕр гектартан 40 центнертан кая пулмассине палăртрĕç.
"Исток", "Батыревский", "Красное Знамя", "Корма" хуçалăхсен хирĕсене курсан Митта Ваçлейĕн пĕр сăввинчи пуçламăш йĕрке тỹрех пуçа пырса кĕрет: "Юратрăм эп хирсем сире...". Кĕрхисем те, çурхисем те пăхса ытармалла мар.
- Çулленех хура пусă тăратса хăваратпăр. Унта тислĕк тăкатпăр та кайран кĕрхисене акса хăваратпăр, - тесе паллаштарчĕ комисси членĕсене "Исток" çĕр ĕç фирмин директорĕ Александр Илюткин кĕрхи тулă çитĕнекен уя кăтартса. - "Марафон" сорт ку. Вăл пит çỹллех пулмасть, çавăнпа выртмасть. Вăрлăха имçамлатпăр, калчасене çуркунне апатлантаратпăр, çум курăкран гербицид сапатпăр.
Сахăр чĕкĕнтĕрĕ кăçал та кунта 300 гектар йышăнать. Вăл та шăкăрин шăтнă. Çакна та каласа хăварас килет: кăçал пирĕн районта асăннă культурăна Мария Лаврентьева фермер хуçалăхĕ те 117 гектар акнă. Ăна пуçтарса кĕртме комбайн туяннă.
2024 çулта районта Ыхра Çырми ял тăрăхĕнче агропарк хута каймалла. Ку ыйтупа халь çине тăрсах ĕçлеççĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Виктор Львов кĕскен кăна унăн проекчĕпе паллаштарчĕ. Вăл ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсемшĕн усăллă пуласси куç кĕретех.
Ырă канаш ылтăнран хаклăрах
"Россельхозцентр" учрежденин Патăрьелĕнчи филиалĕн начальникĕ Олег Глухов çанталăк çумăрлă тăнăран тĕрлĕ чир-чĕр, хурт-кăпшанкă ерес хăрушлăх пысăккине шута илмеллине, пĕрчĕллĕ культурăсенчен тухăç пысăкрах пухса кĕртес тесен вăхăтра тивĕçлĕ йышăнусем тумаллине каларĕ. Патшалăх техника надзорĕн районти уйрăмĕн начальникĕ Илья Васильев районта тракторсен шучĕ çуллен ỹснине палăртнă май техника хăрушсăрлăхне пăхăнмаллине аса илтерчĕ. АПК ветеранĕсем те хăйсен ĕç опычĕсемпе паллаштарчĕç, сĕнỹсем пачĕç.
Уй-хир тĕрĕслевĕ кунхине çумăр çунăран хăш-пĕр ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсене комисси членĕсем, шел пулин те, çитеймерĕç.
Районта çĕр ĕç культури лайăхланса пыни, акăнман çĕрсем сахалланни савăнтарать, анчах пăшăрханмаллисем те пур. Юлашки çулсенче уйрăм çынсем хăйсене тивĕçекен çĕр пайĕсене илеççĕ. Ĕçлес тесех çак утăма тăваççĕ пуль-ха, анчах хăшĕ-пĕрин анине курсан йĕрес килет. Тăпрана пахалăхсăр вăрлăх хывнăран лайăх шăтман, шăйрăклă, лаптăксем çум курăклă. Çавăн пекех кашни хушма хуçалăха пĕр гектар таран панă çĕрте нумайăшĕ нумай çул ỹсекен курăк çитĕнтерет. Маларах кăна хирсемпе çỹренĕ чухне вĕсем сап-сарă чечек ăшĕнчеччĕ, халь вара кукша пуç вăрлăхне сапалама хатĕрленнĕрен шап-шурă, мамăк уйĕ пекех курăнать.
Çапах та пĕтĕмĕшле илсен хирсем пăхмалăх та, савăнмалăх та пур. Акнă-лартнă культурăсене пухса кĕртме çĕр ĕçченĕн сывлăхĕ пултăрччĕ тата çанталăкĕ лайăх тăтăрччĕ.
Шухăш
Минегали ХАФИЗОВ, АПК ветеранĕсен районти канашĕн председателĕ:
- Патăрьелсем яланах ĕçлĕхлĕ пулнипе, йывăрлăхсене парăнманнипе палăрнă. Çанталăк йĕпе-сапаллă тăнине пăхмасăр ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем хирсене акмасăр та, лартмасăр та хăварман. Лайăхран лайăх ĕçлекен хуçалăхсем пурри те савăнтарать. Тăрăшса вăй хунине кура кĕркунне кĕлетсем тулли пулччăр.
О. ПАВЛОВА
Ноябрь 2024 |