Упрать кил ăшшине, савăнтарать ачисене

Категория: Публикации Опубликовано: 22.07.2022, 11:42 Просмотров: 344

Кантăкран кăвак çутă киличченех ура çинче вăл. Шăпчăк ыйхăллă çын, вăраннă-вăранманах, картишне васкать.

Таврара çав-çавах тĕттĕм-ха. Пĕр хушă Пăларан çĕкленекен çăра тĕтре вăраххăн шунине пăхса тăрать те ĕçе пикенет. Качакине аслăк çинчен утă антарса парать, чăххисене сарă тулă çапса çитерет те сад пахчине кĕрет. Улмуççисем çине пăхса киленнĕçем Нина Гавриловна шухăш çăмхине кустарма пикенет. Унăн вара вĕçĕ те çук тейĕн. Ара пурнăç тути-масине самаях ас тивсе курнă çыннăн аса илмелли сахал-и? Тăвай районĕнчи Тăрмăш ялĕнчи Гаврилпа Дария Васильевсен килĕнче кун çути курнă вăл. Çемьере сакăр ача пулнă. Виççĕшĕ пĕчĕккĕллех вилнĕ.

 1940 çулта ашшĕне салтака илнĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансанах унăн çапăçăва кĕме тивнĕ. 1941 çултах киле ашшĕн вилнĕ хучĕ килнĕ. Амăшĕ пилĕк тĕпренчĕкпе тăрса юлнă. Мĕн пур йывăр ĕç ачисем çине тиеннĕ. Саккăрти Нинăна та "куршанак" ир çыпçăннă. Мăян, крахмал пуçтарнă, уйра аслисемпе пĕрле çум çумланă. Каçхине киле таврăннă çĕре йăлтах ĕшенсе çитнĕ. Çавах аппăшĕсен умĕнче пĕрре те нăйкăшман. "Пĕтĕмпех-Çĕнтерỹшĕн" чĕнỹ-плаката тĕпе хурса ырми-канми ĕçленĕ. Çил-тăман та, сивĕ те хăратайман. Ун чухне мĕн пур ĕçе алăпа тума тивнĕ.

 Вăрçă чарăннă хыççăн та пурнăç çăмăлах пулман. Кăштах та пулин укçа тăвас, çемьене пулăшас тесе Нина Канашри хатĕрлев базине ĕçе вырнаçнă. Шăпах çак хулара паллашнă та хĕр Кивĕ Катек каччипе Сергей Васильевич Смирновпа. 1961 çулта Нина çак ял кинĕ пулса тăнă. Çемйи пĕчĕкех пулман: пăянамăшĕ, Сергейĕн Иван тетĕшĕн мăшăрĕ виçĕ ачипе. Туслă кил-йыш çĕнĕ кине кăмăллă йышăннă.

Ку вăхăтра Сергей Васильевич Патăрьелĕнчи ял хуçалăх техникине юсакан предприятире снабженец пулса ĕçленĕ. Нина хатĕрлев кантурне вырнаçнă.

- Эпĕ унта 14 çул вăй хутăм. Колхозсенчен илсе килнĕ чăх çăмартисене сортласа Канашри хатĕрлев базине ăсататтăмăр. Ĕçе тирпейлĕ тăватăн та мухтатчĕç. Пĕрре мар парнесем, Мухтав хучĕсем парса хавхалантарнă,- çак вăхăтсене ăшшăн аса илчĕ Нина Гавриловна.

Çемье пысăк пулсан та килĕнтешсем питĕ туслă пурăннă. Хунямăшĕ те кинĕсене хисепленĕ. Мĕн пур ĕçе пĕрле шăкăл-шăкăл калаçса пурнăçланă.

Нинăпа Сергейĕн те йыш хутшăннă. Альбина, Александр, Владимир кил-çурта илем кỹнĕ.

Çапла кун хыççăн кун, çул хыççăн çул иртнĕ. Инкĕшне тĕп килтен уйрăлса тухса çурт лартма, хуралтăсем çавăрма пулăшнă. Уйрăм кун-кунлама тытăнсан та килĕнтешсем пĕр çемьери пекех туслă пурăннă.

Пăянамăшĕ вилнĕ хыççăн Нина Гавриловна район больницине ĕçлеме куçнă. Нумай çул ỹт-тирпе венерологи, терапи уйрăмĕсенче санитаркăра вăй хунă. Пенсие тухсан та виçĕ çул ĕçленĕ. Нумай хутчен Тав хучĕсем, Хисеп грамотисем илме тивĕç пулнă.

Нинăпа Сергей Смирновсем виçĕ ачине те тивĕçлĕ пĕлỹ илме пулăшнă, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Альбина хĕрĕ Сĕнтĕрвăрри районне качча тухнă. Вĕсен хĕрĕпе ывăлĕ хăйсем те çемье çавăрнă. Альбина 42 çул пăянамăшĕпе килĕштерсе пурăнать.

Володя Шупашкара тĕпленнĕ. Çемьеллĕ, пушар хуралĕнче вăй хурать. Мăшăрĕпе икĕ ывăл çитĕнтернĕ. Вăл Афган вăрçинче те пулнă.

Нина Гавриловнăн мăшăрĕ 9 çул каялла çĕре кĕнĕ. Хальхи вăхăтра Саша ывăлĕпе пурăнать. Çурла уйăхĕнче амăшĕ 90 çул тултарать. Апла пулин те пурнăç илемне çухатман-ха. Çуркуннерен пуçласа кĕркуннеччен çурт çумĕнчи пахчара ĕçлет, хăйсене мĕн кирлине акса-лартса илет. Садĕнче тĕрлĕ улма-çырла çитĕнтерет, чечексем ỹстерет. Чăх-чĕп усрать, тутлă кукăльсем пĕçерет.

 90 çул сахал мар. Çулсем нумай-ха тесе ватăлса ларма шутламасть Нина аппа. Яланах çын хушшинче пулма тăрăшать. Патăрьел пасарне те кайса килет. Нихăçан та алă усса лармасть. Хĕлле алса-чăлха çыхать.

 Ялта та хисепре вăл. Çамрăксене ăслă сĕнỹсем парать.

Ачисем те, мăнукĕсем те тăван киле манмаççĕ. Тăтăшах килсе çỹреççĕ.

В. МАПЬЦЕВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика