Ача мĕнле воспитани илсе ỹсесси атте-аннерен нумай килет. Шăпах çитĕннисем çамрăк ăрушăн тĕслĕх вырăнĕнче пулса тăраççĕ. Патăрьелĕнче пурăнакан Юрийпе Юлия Тинюковсем ывăлне пĕчĕкрен Тăван çĕршыва юратма вĕрентнĕ. Петя Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта вĕреннĕ чухнех спортпа туслă пулнăскер Шупашкарти олимп резервĕсен шкулĕнче ăс пухнă. Çăмăл атлетикăпа иртекен ăмăртусенче пĕрре мар район, республика чысне хỹтĕленĕ. Вăл çĕнсе илнĕ медальсемпе грамотăсен шучĕ те сахал мар.
Салтака кайма ят тухсан та каччă çар тивĕçне пурнăçлас марришĕн пăрăнса çỹрес темен. Чечен вăрçинче пулма тỹр тивнĕ ашшĕ те уншăн тĕслĕх вырăнĕнче пулнă.
- Атте, эсĕ икĕ çул хĕсметре тăнă, манăн та пĕр çул çеç пулас килмет. Çулталăкра çар ĕçне те хăнăхса çитейместĕн, çавăнпа контракт çыратăп, - тенĕ вăл çывăх çыннине. Ывăлне хăйсенчен нумайлăха уйăрас килмесен те ашшĕ-амăшĕ ачин шухăшне хирĕçлемен. Йăла-йĕркене пăхăнса çамрăка сĕт çулĕпе кайса çу çулĕпе таврăнма пилленĕ.
Кăçалхи февральте ятарлă çар операци пуçлансан Петр Тинюков та нацистсене хирĕç кĕрешме пуçланă. Унпа пĕрле службăра тăракан Патăрьел ачи отпуска яла килсен Юрий Тинюков ывăлĕ патне, вăл тăракан чаçе çитсе килме шут тытнă.
- Хамăн шухăша тăвансене, шалти ĕçсен çарĕнче службăра пулнисен районти ушкăнне тата ыттисене те пĕлтернĕ хыççăн япаласем, апат-çимĕç пухма пуçларĕç. Туçа ял тăрăхĕнче пурăнакансем тата Туçа ял тăрăхĕн пуçлăхĕнче ĕçленĕ Константин Углев ун чухне нумай пулăшрĕç, медикаментсем нумай илсе килсе пачĕç. Çапла вара майăн 9-мĕшĕ хыççăн çула тухрăмăр, - тет Ю. Тинюков. - Чечен вăрçинче пулма тỹр тивнĕ мана, хампа пĕрле çар ĕçĕн ветеранĕ пулнине çирĕплетекен удостоверенине те илтĕм. Çар чаçĕнче кăмăллăн йышăнчĕç. Чăвашсем питĕ нумай унта, çывăх çынсем пекех калаçрăмăр.
Июльте вара Юрий Тинюков тепĕр хут çула тухнă. Атте-анне чĕри çапла ĕнтĕ, ачишĕн тем тума та хатĕр. Ун чухне ытларах çимелли илсе кайнă. Ывăлне тата унпа пĕрле службăра тăракансене тимлĕх пуррине, вĕсене кашнийĕ ырă суннине тепĕр хут туйма пулăшнă.
- Çĕр çинче ырă çынсем нумай. Белгород облаçĕнчи ялта пĕр чăваш арçынни пурăнать. Володя тете тесе чĕнеççĕ ăна ачасем. Вăл пирĕн патăрти пек мунча туса лартнă. Раççей салтакĕсене, хăш наци çынни иккенне пăхмасăр, хăйĕн ывăлĕсене пăхнă пек пăхать: мунча хутса парать, чей ĕçтерсе апат çитерсе кăларса ярать, - терĕ Ю. Тинюков.
Хĕлле çывхарнă май салтаксене ăшă япаласем те кирлĕ. Патшалăх тумтирне парать пулсан та улăштарма, кивелнисене çĕнетме те кирлĕ. Ю. Тинюков çакна шута илсе çак кунсенче виççĕмĕш хут инçе çула тухса кайрĕ. Хальхинче те ăна тумтир, апат-çимĕç туянма "Булат" пĕрлешỹ, Светлана Ляллина предприниматель тата вăл ыйтнипе ыттисем те, шалти ĕçсен çарĕнче службăра тăнисен районти ушкăнĕ, тăванĕсемпе çывăх çыннисем, тус-юлташĕ пулăшнă.
Пĕччен суран - типсе пырать, халăх сурать - кỹлĕ пулать, теççĕ. Çакна Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакансем лайăх ăнланаççĕ. Кашнийĕ Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакансене май çитнĕ таран пулăшма тăрăшать: чăлха-алса çыхаççĕ, тумтир, апат-çимĕç тата ыттине те туянса параççĕ. Пĕрле чухне йывăрлăхсене çĕнме те, тăшмана парăнтарма та çăмăлрах.
О. ПАВЛОВА
Ноябрь 2024 |