Ача амăшĕ пуласси - телей. Ăна çул çитнĕ кирек хăш хĕрарăмăн та хатĕрленмеллех. Шкула çỹрекен хĕр упраçăн хăйĕн сывлăхне çирĕплетмелле. Аслă юлташĕсен çамрăксене çемьеллĕ пурнăç никĕсĕсем çинчен ăнлантармалла. Кĕтнĕ ача çут тĕнчене килсен телейлĕ ỹсме пултарни çинчен каласа памалла. Эпир хамăр та шкул ачисемпе тĕл пулу йĕркеленĕ чухне çакна тĕпе хурса калаçма тăрăшатпăр. Йышăнăва килнĕ çамрăксемпе сăмах пуçаратпăр. Пурнăç çăмăлттайлăха каçарманнине асăрхаттаратпăр.
Çемьеллĕ мăшăрсене, йыш хушма хатĕрленекенсене вара кĕтнĕ ывăл-хĕре алла илме май паракан сĕнỹсемпе паллаштаратпăр. Çуралнă ачана кăкăр ĕмĕртсе ỹстернин пĕлтерĕшĕ пысăк. Çакă пепкипе амăшне тата та çывăхлатать. Ача ỹсме кирлĕ çусене, белоксене, углеводсене, витаминсене унран илет. Уйрăмах çуралнă хыççăн ултă уйăх кăкăр сĕчĕпе çитĕнтерни ăна çут тĕнчене килнĕ хыççăн лайăх вăй илсе кайма май парать.
Амăшĕн сĕчĕпе ỹснĕ ачасем чир-чĕре парăнмаççĕ. Вĕсене тĕрлĕ инфекци те çулăхмасть. Вăраха кайнă чирсем те аптратмаççĕ. Вар-хырăмĕ ĕçлесси йĕркене кĕрсе пырать вĕсен. Сывлав органĕсем кирлĕ пек çитĕнеççĕ.
Кăкăр сĕчĕпе ỹсекен ача лайăх çывăрать, кăмăлĕ савăк пулать. Ĕмĕртни амăшĕшĕн те усăллă. Тĕрлĕ усал шыçă чирĕсем палăрмаççĕ унра. Сахăр диабечĕ те хăратмалла мар.
О. ЯЛУКОВА, район больницин сиплевпе профилактика пайĕн заведуюшийĕ, педиатр
Ноябрь 2024 |