Çак кунсенче "Авангард" хаçат редакцине Хирти Пикшикре пурăнакан Р. Алигберов кĕчĕ. Аллинче - самай çуталса шупкаланма ĕлкĕрнĕ икĕ сăн ỹкерчĕк. Вĕсене шăп та лăп çур ĕмĕр каялла, Рафаил Шарипович Амур облаçĕнчи Константиновка райком комсомолĕн иккĕмĕш секретарĕнче тăрăшнă чухне ỹкерттернĕ. Асра юлнă çак кунăн сăлтавĕ те пысăк. Çĕршывра СССР 50 çул тултарнă (кăçал декабрĕн 30-мĕшĕнче 100 çул пулать) ятпа йĕркеленĕ автотранспортсен эстафети Камчаткăран пуçласа Мурманска çитичченех чыслăн та хисеплĕн çỹресе тухнă, çынсене пысăк уявпа хавхалантарнă, савăнтарнă. Çав колоннăна факел тытса ертсе пыракансен ушкăнĕнче пирĕн ентешĕмĕр те пулнă. Саккăрмĕш теçеткене çывхаракан хисеплĕ аксакал хăйĕн пурнăçĕнче асра юлнă саманта кăмăлтан аса илчĕ.
Рафаил Шариповичăн пурнăç летопиçĕ пуян тата нумай енлĕ. Ăс-тăн аталанăвне, ĕçри карьера çулне ỹстерессине те вăл хăйĕн пултарулăхĕпе, çаврăнăçулăхĕпе, умма лартнă тĕллеве çирĕп пурнăçлама пултарнипе çыхăнтарать. Ялти шкултан вĕренсе тухнă хыççăнах вăл ĕç стажне хăйсем патĕнчи чăх-чĕп ферминче подсобникрен пикеннĕ. Училищĕре пĕлĕвне малалла тăсса тракторист правине илсенех Патăрьелĕнчи ăратлă выльăхпа ĕçлекен пĕрлешỹре тăрăшнă. Çамрăк каччă салтака кайиччен Самарăри техникумра вĕреннĕ, улма-çырла çитĕнтерекен, пахча çимĕç туса илекен агроном специальноçне алла илнĕ.
Çар тивĕçне Инçет Хĕвел тухăçĕнчи Амур тăрăхĕнче пурнăçлать чикĕ хуралçи. Каярахпа кунтах совхозра ĕçлеме пикенет, çав вăхăтрах татах малалла вĕренет, куçăмсăр майпа ял хуçалăх институтĕнче аслă пĕлỹ илет. Хастар та пултаруллă ĕçчене асăрхаса унтах парти райкомĕн иккĕмĕш секретарĕ пулма шанаççĕ. Ентешĕмĕр яваплă ĕçре пысăк ят-сум çĕнсе илет, Хисеп грамотине, Тав хутне те пĕрре мар тивĕçет.
Çемье çавăрнă хыççăн пăртакран тăван ене таврăнаççĕ Алигберовсем. Тăван тăрăхра та ĕçри хастарлăха чакармасть. Вăл комсомол райкомĕнче организациллĕ пайра, райпон парти организацийĕн секретарĕнче, Шăхачри йывăç япаласем кăларакан комбинатăн директорĕнче, Яманчỹрел карьерĕн начальникĕнче, "Герой" колхозăн председателĕн çумĕнче тăрăшнă тата ытти те.
1993 çулта Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи малтанхи хастарсем (улттăн пулнă) пуçласа фермер хуçалăхĕ йĕркелеме пикеннĕ. Рафаил Шарипович та хăйĕн çĕрĕпе ĕçлеме, пахча çимĕç çитĕнтерме тытăннă. Районта фермер хуçалăхĕсен пĕрлешĕвне йĕркеленĕ хыççăн ăна унăн ертỹçине суйланă. Çакăн хыççăн вăл Чăваш Ен делегацийĕпе пĕрле Раççей фермерĕсен тăваттăмĕш съездне те кайма тивĕçнĕ.
Паян хисеплĕ ватă тивĕçлĕ канура. Апла пулин те общество пурнăçне те хастар хутшăнать, Пикшикри 35-мĕш мечĕтре мулла çумĕ шутланать, мăсăльман тĕн йăли-йĕркине пăхăнса пурăнать, çамрăксене те кĕлĕ çуртне çỹреме явăçтарать.
А. ЕГОРОВА
Ноябрь 2024 |