Николай Тинюков, Патăрьел районĕн пуçлăхĕ:
- Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев Патшалăх Канашне тухнă Çыру - халăхăн социаллă пурнăçĕпе экономикине аталантармалли тĕп çул-йĕр, пĕлтерĕшлĕ документ. Пĕр сехете тăсăлнă калаçура Олег Алексеевич республикăна малалла аталантарма палăртнă тĕллевсене çивĕчлетрĕ, ырлăхпа пурлăх пĕрлехи вăйра, пĕр-пĕрне ăнланса ĕçленинче пулнине каларĕ.
2020 çул сывлăх сыхлавĕн ĕçченĕсемшĕн çăмăл килмерĕ. Коронавирус пандемийĕ сахал мар çыннăн пурнăçне вăхăтсăр татрĕ, чылайăшĕ сывалчĕç. Кун пирки Чăваш Ен Пуçлăхĕ Çырура та тĕплĕн анализ туса пачĕ, малашне те çынсен сывлăхне çак усалтан сыхласа хăвармалли, республикăра ытти чирсенчен кирлĕ пек сипленмелли условисем тума палăртнă тĕллевсемпе те паллаштарчĕ.
Рудольф Селиванов, Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕ:
- Паян, февралĕн 2-мĕшĕнче, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев пĕрремĕш хут Чăваш Республикин Патшалăх Канашне Çырупа тухрĕ. Çырăва Олег Алексеевич республика аталанăвĕн программипе килĕшỹллĕн çынсен пурнăçне лайăхлатма палăртнă шухăшсенчен пикенчĕ. Çак тĕллевпе малашнехи пилĕк çул валли хатĕрлесе çирĕплетнĕ комплекслă программăна пурнăçламалли тĕллевсене çивĕчлетрĕ, Правительствăн, Патшалăх Канашĕн, çавăн пекех вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен хальхи вăхăтри тата малашнехи тĕп тĕллевĕсене палăртрĕ.
Çырура пандеми йывăрлăхĕсене пăхмасăр республикăра сывлăх сыхлавĕпе вĕрентĕве, çынсене социаллă хỹтлĕх парассине, ял хуçалăхĕпе бизнеса тата ытти сферăна аталантармалли тĕллевсене те пайăрлатрĕ. Патшалăх Канашĕ патне тухнă тĕп документра пирĕн районта наци проекчĕсемпе пурнăçа кĕртме палăртнă тĕллевсене те асăнчĕ. Акă, 2021-2024 çулсенче "Экологи" наци проекчĕн тытăмĕнчи "Таса шыв" проектпа килĕшỹллĕн Шăмăршă районĕнчи Палтиел çывăхĕнчи шыв управĕнчен Патăрьел, Шăмăршă, Комсомольски районĕсене пăрăхсем тăсма тытăнмалла. Тинех вара тахçантанпа район халăхне хумхантаракан ĕçме юрăхлă шыв ыйтăвĕ татăлĕ. Сăмах май каласан, района комплекслă аталантармалли программăпа килĕшỹллĕн 2020-2025 çулсенче инфратытăма аталантармалли 78 проекта пурнăçа кĕртме палăртнă.
Наталия Никитина, район администрацийĕн социаллă аталану тата туризм ыйтăвĕпе ĕçлекен пай начальникĕ:
- Юлашки çулсенче республикăра культурăна аталантарассипе ытларах та ытларах ĕçлеме пуçларĕç. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çырура та çакна палăртса хăварнă май çĕнĕ клубсем тăвасси, кивелнисене юсасси пирки каларĕ. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакансем ĕçленипе кăна мар, вăхăтра савăнма, канма пултарччăр тесе районта сахал мар ĕç тунă. Пĕлтĕр çеç Кивĕ Катекри, Кĕçĕн Арапуçĕнчи, Чăваш Ишекĕнчи клубсене тĕплĕн юсаса хута янă. Вĕсенче халь хула шайĕнчи мероприятисене йĕркелеме те пулать. Çиччĕшĕнче çĕнĕ оборудованисем туяннă. Кăçал та Раççей, республика шайĕнчи программăсене хутшăнса Анат Туçара çĕнĕ культура вучахĕ хăпартма, Нăрваш Шăхалĕнче, Ульяновкăра модернизацилеме палăртнă. Ытти ялсенчи клубсене çĕнетес тĕллевпе проектпа смета документацийĕсене хатĕрлеме пуçăннă.
Антонина Чернова, районти тĕп больницăн инфекци уйрăмĕн заведующийĕ:
- Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев Патшалăх Канашне янă Çырăва сывлăх сыхлавĕнчен пуçларĕ. Пандеми халăха çывăхлатрĕ. Пĕрин инкекĕ теприне пăшăрхантарчĕ. Унчченхипе танлаштарсан чăнах та васкавлă пулăшу машинисем чирлисем патне çитесси пилĕк хута яхăн ỹсрĕ.
Йывăрлăхсене пĕрлехи вăйпа çĕнтерсе пыратпăр. Çак чирпе иртнĕ çулхи апрель уйăхĕнченпех кĕрешетпĕр. Тĕп больницăри ача çуратмалли уйрăм базинче пĕлтĕрхи ноябрĕн 12-мĕшĕнче коронавирус чирĕнчен сипленмелли уйрăм уçрĕç. Унтанпа 624 çын медицина пулăшăвĕ илме пултарчĕ. паянхи кун 69 пациент сипленет.
"Хĕрлĕ зонăра" ĕçлекенсен ĕçне вырăна хуни, сывалакансен тавĕ чуна ăшăтать. Чăваш Енре "Сывлăх сыхлавĕ" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн туса пыракан ĕçсем савăнтараççех.
Ильдар Камалетдинов, Хирти Пикшикри вăтам шкул директорĕ:
- Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Патшалăх Канашне янă Çырура "Вĕрентỹ" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн шкулсенче "Точка роста" центрĕсем уçни пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртса хăварчĕ. Ку чăнахах та çапла. Пирĕн шкулта ăна 2019 çулта уçнăччĕ. Вĕренỹре усă курмалли кирлĕ техника килни питĕ паха. Интерактивлă доска пуртан вĕрентекенсем уроксене унта ирттерме тăрăшаççĕ. Ачасем проект ĕçĕсене явăçма пуçларĕç. Вĕсен шухăшлавĕ анлăланчĕ. Ачасем ушкăнпа ĕçлеме явăçаççĕ.
"Точка роста" уçни ĕç рынокĕ валли квалификациллĕ кадрсем хатĕрлес ĕçре те пулăшу кỹрессе шанас килет.
Анатолий Лялькин, фермер хуçалăхĕн ертỹçи, Тăрăн ялĕ:
- Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Чăваш Патшалăх Канашне яракан Çырăва çулленех итлеме тăрăшатăп. Ял хуçалăхĕнче вăй хунă май мана шăпах çак отрасльпе хускатнă тема питĕ çывăх. Олег Алексеевич Николаев Çырура кашни гектар çĕртен тупăш ытларах илессине ỹстермелли, ял хуçалăх продукцине тирпейлесе сутассине тимлĕх нумайрах уйăрмалли пирки каларĕ. Питĕ тĕрĕс шухăш. Сĕт-çу, аш-какай, пахча çимĕç хакĕсене пысăк тесе калаймастăн тата ялан пĕр шайра та тăмаççĕ. Районта ку ыйтупа ĕçлеççĕ. Акă, пĕлтĕр çеç Шăнкăртамра аш-какая тирпейлекен "Баракат" тата сĕте тирпейлекен "Эко Продукт" кооперативсем хута кайрĕç.
Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев çавăн пекех иртнĕ çул туяннă ял хуçалăх техникине субсидилесси ỹсни пирки те асăнчĕ. Паян хирте е фермăра тракторсемсĕр, кăкарса çỹремелли агрегатсемсĕр ĕçлеме май çук. Ял хуçалăхĕнче вăй хуракансене пулăшни малалла аталанма, çĕнĕ технологисене пурнăçа кĕртме, самана таппипе тан утма май парать.
Ноябрь 2024 |