Çу уйăхĕн 1-мĕшĕнче Патăрьел округĕн Кĕçĕн Арапуç ялĕнче вырнаçнă «Ăрусем улшăнса пыраççĕ пулин те, çут çанталăк илемĕ ĕмĕрлĕхе…» çут çанталăк паркне çынсем, ватти те вĕтти, йышлăн пуçтарăнчĕç. Кунта вĕсем 30 яхăн туя тата чăрăш хунавĕ лартса хăварчĕç.
Çак сăваплă ĕçе Патăрьел муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов та хутшăнчĕ.
Çут çанталăк паркне йĕркелесе яраканĕ – Кĕçĕн Арапуçĕнче пурăннă Василий Михайлович Селиванов.
Василий Михайлович ĕмĕрĕпе тăван тавралăха илемлетес, симĕслетсе илĕртỹллĕ тăвас енпе нумай тăрăшнă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче вăл Нăрваш Шăхалĕнчи «Труд» колхоз председателĕнче ĕçленĕ тапхăрта районта пуçласа çĕрсене шыв-шур çурса каясран хỹтĕлес ĕçсене анлăн сарса янă. Уйрăммăн илсен, Ырсем çырми çинче виçĕ çĕрте каскадсем пек пĕвесем тутарса инкек çулне пỹлсе лартнă, пулăсем ярса ĕрчетнĕ, çуллахи шăрăх кунсенче халăха шыва кĕрсе уçăлма май туса панă.
Ырсем пуçланнă çĕрти çăла тасатса тирпейленĕ, кунта чарăнса сиплĕ шыва илсе ĕçме, ларса канма майлаштарнă. Ун çумĕнче вара парк туса вăрман йывăççисене лартнă, беседка туса хунă. Халăхра çакăнти çăла кĕвенте çакнă Нарспи тата лашине шăварма килнĕ Сетнер вырăнĕ тесе ят панă.
Çав вăхăтра «Труд» колхозра çĕр эрозине хирĕç кĕрешес ĕçпе паллаштарма республика шайĕнчи семинар та йĕркеленĕ. Çĕр пулăхне сыхласа хăварас енĕпе пысăк ĕçсем туса ирттернĕшĕн В.М.Селиванова ун чухне Чăваш АССР Верховнăй Совет Президиумĕн Председателĕ, вăлах Чăваш Республикинчи эрозипе ĕçлекен штаб ертỹçи Семен Ислюков «Отличник по защите земель» диплом парса чысланă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче тăван ялта комплекслă бригада бригадирĕнче ĕçленĕ чухне вăл ял акатуйне ирттерекен вырăнта ниме туса нумай йывăç ларттарнă, пĕчĕк ачасене çуллахи вăхăтра выляса йăпанма 11 çĕрте ача-пăча площадки тутарнă.
Кун пек тĕслĕхсем тата та нумай илсе кăтарма пулать. В.М.Селиванов килти хуçалăхне те тĕслĕхлĕ тытнă. Унăн килĕ умĕнче паян та вăл лартнă пилешсем, çĕмĕртсем урам илемне кỹрсе лараççĕ. Сад пахчинче те тĕрлĕрен улма-йывăç, çырла тĕмĕсем ỹсеççĕ, тем тĕрлĕ хитре, сайра тĕл пулакан чечексем çеçке çураççĕ. Шурут çырми Пăла шывĕ пĕрлешнĕ вырăнта колхозăн çĕр пайĕпе илнĕ лаптăк дендрарипе тан. Унта вăл хăйĕн çемьипе пĕрле вун-вун чăрăш, каштан тата ытти йывăçсем лартса çитĕнтернĕ.
Ноябрь 2024 |