Учитель пулма шăпа çырман, куçаруçă - унăн юратнă профессийĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 27.09.2024, 20:28 Просмотров: 18

Юратнă ĕçре чун киленĕçне тупнă çын хăйне ĕмĕр тăршшĕпех телейлĕ туять. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче тухса тăракан "Авангард" хаçат редакцийĕнче чăвашла кăларăмăн дубляжне хатĕрлесе пыракан Гелгеня Чинкина куçаруçă (сăн ỹкерчĕкре) шăпах коллективра çакăн пек ĕçченсенчен пĕри.

Хирти Пикшикри вăтам шкулта вĕреннĕ чухнех тутар чĕлхине юратнă чиперккене Хамдия Земдиханова вĕрентекен (йывăр тăпри çăмăр пултăр) хĕрачан пултарулăхне кура учитель профессине алла илме пĕрре мар сĕнỹ панă. Гелгеня Минулловна чăнах та кĕçĕн класранпах тăван чĕлхепе литературăна кăмăлланă. Нумай вуланă, библиотекăна тăтăшах çỹренĕ. Шел темелле-ши е ỹкĕнмелле те мар, шăпа ăна учитель пулма çырман. Апла пулин те тутар чĕлхине юратни харама кайман. Вăл паянхи кунчченех (вăтăр çула яхăн) районти пичет ĕçĕнче куçаруçăра хăйĕн ăсталăхне туптать. Маларах республикăра тухса тăракан "Вакыт" хаçатра корреспондентра тăрăшнă, çамрăкрах чухне Патăрьелĕнчи агропромышленность техникумĕнче производстсво вĕрентĕвĕн мастерĕнче, Хусанти кондитер фабрикинче те ĕçленĕ...

Хальхи вăхăтра муниципалитет округĕнче икĕ чĕлхепе тухса тăракан хаçат ĕçĕнче куçаруçă пĕлтерĕшĕ пысăк. Унăн журналистсен кашни статйине, информацие питĕ тимлĕ, шухăша улăштармасăр пичете юрăхлă тумалла, вулакан патне тĕрĕс çитермелле. Чăвашларан тутарла куçаракан çын анлă тавра курăмлă, кашни темăна ăнланакан специалист пулни, вулаканпа тачă çыхăну тытма пĕлекен хаçат ĕçченĕ пулни те пĕлтерĕшлĕ. Гелгеня Минулловна творчество коллективĕнче шăпах çавăн пек сотрудник. Пултарулăх ăсталăхне аталантарсах пырать, пуринпе те пĕр чĕлхе тупса ĕçлет. Вăл хисеплĕ ĕç ветеранĕ. Унăн çемье архивĕнчи тĕрлĕ шайри Хисеп грамотисемпе Тав хучĕсем те тỹрĕ чунпа хăйĕн ĕçне пурнăçласа пынине çирĕплетеççĕ.

- Эпĕ кашни кунах икĕ хутчен хама-хам савăнăç кỹретĕп: пĕрремĕшĕ ирхине ĕçе кайнă, тепри тулли кăмăлпа ĕçрен киле таврăннă чухне. Çакăн пек туйăм пулни коллективра хавхаланса ĕçлеме май парать,- тет ĕнер çеç 60 çулхи юбилей савăнăçне çывăх çынсемпе пĕрле пайланă хаçат ĕçченĕ.

Юбилей ăшă саламсемсĕр, ырă аса илỹсемсĕр иртмест. Хирти Пикшик ялĕнче Гелгеня Чинкинăпа ачалăхне пĕрле ирттернĕ, вăтам шкул сукмакне те пĕрлех такăрлатнă Зумяра Махмутова хисеплĕ педагог-ветеран хĕр-тантăшĕ пирки редакцие çавра-çавра сăмахсемлĕ çыру та çитерчĕ:

- Шкулти туслăха мĕн ватăличчен тăсса пыратпăр эпир. Гелгеня Минулловна хăйĕн ĕçне чун-чĕререн юратакан, пурне те алă тăсса пулăшма хатĕр, хуйха-суйха, савăнăçа пĕрле пайлама пĕлекен хĕрарăм. Вăл питĕ хастар организатор та! Çав вăхăтрах юратнă мăшăр, тирпейлĕ те ĕçчен кил хуçи хĕрарăмĕ, ытарайми анне, ăшпиллĕ асанне-кукамай, хисеплĕ тантăш, ентеш... Çав вăхăтрах сăпайлă, пысăк чĕреллĕ хĕрарăм. Унăн ырă енĕсем хăйне çеç мар, пурне те пурăнма хавхалантараççĕ. Паян вĕсем мăшăрĕпе Наиль Зиатдиновичпа тĕреклĕ хуçалăх тытса пыраççĕ, ывăлĕпе хĕрĕн çемйипе, мăнукĕсемпе савăнса пурăнаççĕ. Пирĕн туслăхăн тымарĕ ăруран ăрăва куçса пырать тесен те йăнăш пулмĕ. Вăхăтĕнче аннесем те хĕр-тантăшсем пулнă, мĕн çĕре кĕричченех пĕрле пурăннă. Çамрăк чухнехи таса туйăм паянхи кун та пирте, çемьесенче упраннишĕн питĕ хĕпĕртетĕп.

Çемье телейĕ - юратнă мăшăр юнашар пулни, ачасемпе мăнуксен, тăвансен савăнăçне пайлани, тус-юлташсем çумра пулни... Ку тĕлĕшпе Гелгеня Минулловна Турра тав тăвать çеç. "Тăнăç та лăпкă пурнăç çеç пултăр. Пурнăçри ытти йывăрлăхсене пĕрлехи вăйпа çĕнтерме пулать", - тет вăл яланхи пекех пурне те ырă сунса.

Альбина НИКОЛАЕВА

Архив материалов

Сентябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика